25 сентября 2017 г.
Хальхи вĕрентÿ системин тĕп задачисенчен пĕри - çитĕнсе пыракан ăрăва сывлăх енчен çирĕплетесси. Шкул çулне çитмен ачасем питĕ хăвăрт ÿссе, аталанса пыраççĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкренех, ача садне çÿреме пуçласанах спортпа туслă пулма хăнăхтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Вăрмар поселокĕнчи «Ромашка» ача-пăча садĕнче вăй хуракан воспитательсем кунта çÿрекен шăпăрлансемпе пĕрле район, республика, çĕршыв шайĕнче ирттерекен конкурссемпе ăмăртусенчен, çав шутра Республика кунне халалланă мероприятисенчен нихăçан та айккинче юлмаççĕ, хăйсен творчествăри тата спортри пултарулăхне кăтартаççĕ. Ача садĕнче ĕçлекенсем ачасене спорта юратса ÿсме вĕрентеççĕ, сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, сентябрĕн 16-мĕшĕнче те вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва хутшăнса хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Мероприяти поселокри тĕп стадионта иртрĕ. Çак чупура «Ромашка» ача сачĕн ĕçченĕсем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, малтисен ретне кĕме тивĕçлĕ пулчĕç. Ачасем те хăйсен воспитателĕсенчен юлмарĕç. Уйрăмах «Капельки» ушкăна çÿрекенсем активлăхĕпе палăрчĕç. Çивĕч ăмăртура Нелли Мелькова 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, Настя Павлова тата Даша Тимофеева хисеплĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Маттур хĕр ачасене грамотăсемпе медальсем парса чысларĕç. «Ромашка» ача садне çÿрекен ытти ачасем те - Марьяна Софронова, Калерия Ендерова, Миропия Васильева, Катя Михайлова, Женя Хованский, Виктор Мельков - хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Малалла та вĕсене пурне те спортра тата пурнăçра çитĕнÿсем тума сунас килет. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче хутшăнни ачасемшĕн питĕ усăллă. Вĕсем сывлăхне çирĕплетеççĕ, унсăр пуçне хăйсене çын хушшинче тытма вĕренеççĕ.
Т.ЗАЙЦЕВА, воспитатель.