АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа-куçăн калаçсан кăмăл та çĕкленет, ĕçлес хастарлăх та ÿсет

11 сентября 2017 г.

Куçа-куçăн калаçсан кăмăл та çĕкленет, ĕçлес хастарлăх та ÿсет

Кăçал кĕрхи ĕçсене пуçтарасси чылай кая юлчĕ. Çавна кура та райадминистрацин пуçлăхĕ А.Васильев, ытти яваплă специалистсем пĕрле тăтăшах ялхуçалăх ĕçченĕсем патне вырăна кайса çÿреççĕ, вырма тата кĕрхи ака ĕçĕсемпе кăсăкланаççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха вĕсем «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче пулчĕç. Ку хуçалăх районта чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. 2017 çулта ялхуçалăх культурисене 4089 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 2825 гектар çинче туса илеççĕ, çав шутра вăрлăхлăх кукуруза 300 гектар йышăнать, 100 гектар çинче хĕвелçаврăнăш, 204 гектар - горчица ?сарă пăрăç%, 960 гектар нумай çул ÿсекен курăк çитĕнет. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов каланă тăрăх акса-лартса хăварнă лаптăкран пĕрчĕллĕ культурăсене 1516 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Çак гектарсем çинче хальхи йышши çĕнĕ виçĕ комбайн - Агрос-580, Полесье тата Кейс - ĕçлет. Талăкра вăтамран 70-80 гектар çинчи тырра çапса тĕшĕлеме пултараççĕ вĕсем. Çанталăкĕ аван тăрсан 12-13 кунта вырса пĕтерес шанчăкпа ĕçлеççĕ. Вырмапа пĕрлех ытти ĕçсем пирки те манмаççĕ кунта, 500 тонна утă тата 2800 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çитес çул валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 700 гектар çинче акса хăварас тĕллевлине пĕлтерчĕ Владимир Анатольевич. Хальхи вăхăтра 200 гектар çинче кĕрхи тулă акнă, 350 гектар çинче çĕртме тунă.

Çемье фермине аталантарма паракан патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма пултарса кăçал ку хуçалăх 10 млн тенкĕ грант выляса илнине те палăртма кăмăллă. Ку укçа-тенкĕпе выльăх апачĕ хатĕрлемелли Дон-680 комбайн туяннă, 500 тонна тырă вырнаçмалăх склада реконструкциленĕ, пĕчĕк пăрусем валли тата мăйракаллă шултра выльăха самăртмалли витене юсаса çĕнетнĕ. Малашлăх планра вĕсем 80 пуç пушмак пăру туянасшăн.

Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхран аш-какай та, сĕт те туса илеççĕ. 2017 çул пуçланнăранпа 22,5 тонна аш-какай тата 467 тонна сĕт суса илнĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев хуçалăха ертсе пыракан В.Ивановпа калаçнă май хăйсен хуçалăхĕнче районта ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсенчен сĕт пуçтарассине йĕркелесси пирки те сăмах тапратрĕ. «Сирĕн хуçалăхра 10 тонна сĕт вырнаçмалăх икĕ холодильник пур, вĕсемпе усă курса халăхран сĕт пуçтарассине йĕркелесе ярсан икĕ енĕшĕн те аван пулмалла, шанчăклă та», - терĕ Андрей Васильевич ĕç çине хуçалла пăхакан руководителе ăнăçу сунса.

Куçа-куçăн курса калаçни, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явни кăмăла та çĕклет, ĕçлес хастарлăха та ÿстерет.

Н.НИКОЛАЕВ,

райадминистрацин ялхуçалăхĕпе

экологи пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика