06 сентября 2017 г.
Тус-юлташсемпе те, çывăх тăвансемпе те, ачисемпе мăнукĕсемпе те пуян Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Васильевсем:
Юлия Ивановнăпа Олег Петрович, иккĕшĕ те йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă.
«Çемье» сăмахăн пĕлтерĕшне эпир вырăс чĕлхинчи пек çичĕ çынпа танлаштарма хăнăхнă пулсан, Юлия Ивановна çуралнă çемьене миçе «я» темелле-ши/ Пуян, питех те пуян Юлия Ивановна хăйпе çывăх тăвансемпе.
Хĕрлĕçыр ялĕнче нумай ?11% ачаллă çемьере çуралса ÿссе çитĕннĕ халĕ Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Васильева. Вунпĕр ачаллă çемьере çитĕнни хăй пĕр телей пулсан, икĕ хĕр ача йĕкĕреш çурални мĕн пысăкăш телей-ши/ Йĕкĕреш тепĕр хăрахĕ - Таисия Ивановна ?вăл та качча кайсан Ивановăран Васильева хушамата йышăннă% тăван ялĕнчех çемье çавăрса тĕпленнĕ.
Икĕ хĕр пĕрчи - Юльăпа Таиç - 1947 çулхи сентябрĕн улттăмĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Паллах, пуçламăш классенче Хĕрлĕçырти шкула пĕрле çÿресе пĕр парта хушшинче ларса тарăн пĕлÿ илнĕ вĕсем. Нумай пĕлме ăнтăлакан, пĕлÿшĕн çунакан Юлия вăтам шкула Шăхаль ялне çÿренĕ. Вăл вăхăтри пурнăçра нимле транспорт пирки те сăмах пулма пултарайман. Çумăрне, çил-тăманне пăхмасăр кашни кун Хĕрлĕçыртан Шăхаль шкулне каякан сукмака çуран çÿресе такăрлатнă, лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтернине кăтартакан аттестата алла илнĕ. Ăçта вĕренме кайса мĕнле специальность алла илмелле-ши текен иккĕленÿллĕ шухăш пĕрре те пулман Юлия Ивановнăн. Ку шухăша çирĕплетме ăна пĕр самант пулăшнă. Акă мĕнле аса илет ун пирки вăл.
- Çемьере ача нумай, пурин те вĕренмелле. Аттепе аннене кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе 11 класра вĕреннĕ чухне пĕр вăхăт аттепе Тутар Республикинче кĕтÿ кĕтме çÿрерĕм. Учительсене тав сăмахĕ калама сăмахăм та çитмест. Вĕсем эп хăш ялта кĕтÿре çÿренине пĕлсе пырса мана киле ?шкула% илсе таврăнчĕç. Кĕтÿре çÿренĕ чухне çапла ĕç те пулса иртрĕ. Кĕтÿ çÿрекен вырăна хура плащ тăхăннă пĕр çын пырса кайрĕ. Атте мана калать: «Çак çын пире çăкăр çырса парать, эс те çавна вĕрен-ха». Кайран эпĕ вăл çын бухгалтер пулнине пĕлтĕм. Çăкăр çырса параканскер лайăх, пуян пурăнакан çын тесе ăнланнă эпĕ. Çавăнпах пулĕ бухгалтера вĕрентĕм.
Тутар Республикипе чикĕллĕ чăваш ялĕнчен вĕренме тухса кайма та çăмăлах пулман вăл вăхăтра. Район центрне çитме Хĕрлĕçыртан 23-25 çухрăм. Ку çула та çурранах парăнтарма тивет çамрăк хĕрĕн. Улатăр хулинчи ялхуçалăх техникумне бухгалтера вĕренес тесе документсем кайса парать вăл. Ял çамрăкĕсем каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçĕнче. Юлия та август уйăхĕнче улăм купалама тухнă. Пĕррехинче çул çинче ăна почтальон тĕл пулать, экзамен тытма каймаллине пĕлтерекен çыру парать. Лайăх вĕреннĕ пулсан та сăпайлă чăваш хĕрĕ экзаменсене ăнăçлă тытаймасран хăрать, нумай çын ан куртăр-ха тесе пахчаран тухса кайнине аса илет вăл халĕ. Улатăра çитнĕ кунах икĕ экзамен - математикăпа тата вырăс чĕлхипе - тытма тивнĕ унăн. Шкултах тарăн пĕлÿ илнĕ хĕр экзаменсене ăнăçлă тытса çăмăллăнах техникума вĕренме кĕрет. 2 çул та 10 уйăх шут ĕçне вĕренет, бухгалтер специальноçне ĕнентерекен диплома алла илет. Вĕренÿрен пушă вăхăта усăсăр ирттермен пултаруллă хĕр: çăмăл атлетикăпа интересленнĕ, техникум чысне малти вырăнсене йышăнса хÿтĕленĕ.
1968 çулта техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Юлия Ивановна хамăр районах таврăнать, ялхуçалăх управленине бухгалтер-ревизор пулма чĕнсе илеççĕ ăна. Çулталăк ытларах ĕçленĕ хыççăн 1969 çулхи декабрĕн пĕрремĕшĕнчен ун чухнехи «Правда» колхозра тĕп бухгалтерăн заместителĕнче ĕçлеме пуçлать. Ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест, бухгалтерсен пушшех те пулĕ, шут шăрçине каялла-малалла шутарса кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет, чÿречерен кĕрекен хĕвел çути çине пуçа çĕклесе пăхма та вăхăт тупмасăр 33 çул ним мар иртсе каять Юлия Ивановнăн юратнă ĕçĕнче.
«Ĕçне кура хисепĕ» тенĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçет Юлия Ивановна. 2002 çулхи сентябрьтен вăл - тивĕçлĕ канура.
Ют яла ĕçлеме каякан хĕрсене часах куç хываççĕ ял каччисем. Çамрăк бухгалтер Олег Петрович Васильев чĕрине часах тыткăна илет. 1970 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ.
Сăмах май, Олег Петровичăн та 70 çулхи юбилейĕ иртсе кайни уйăх çурă та çитмен-ха. Икĕ юбиляр мăшăр кăвакарчăн пек яланах пĕрле. Çулсем иртнĕ майăн çумри мăшăр нимрен те пахине туйса илнине курма пулать Васильевсем çине пăхсан: куçран пăхса, ăшшăн кулса çеç калаçаççĕ вĕсем пĕр-пĕринпе. Ахальтен-и ĕнтĕ 47 çул хушши йывăрлăхсене пăхмасăр алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ Олег Петровичпа Юлия Ивановна. Çак хушăра вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ. Ура çинче çирĕп тăма май туса панă, юратнă профессие алла илме пулăшнă.
Олег Петрович - опытлă электрогазосварщик. Ку профессие вăл Канашри ПТУра вĕренсе илет. Вăхăт çитсен çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Ĕç çулĕсем унăн тăван колхозра, каярахпа Вăрмарти коммуналлă хуçалăхра иртеççĕ.
Юлия Ивановна Васильева - пысăк чĕреллĕ Амăшĕ. Ачисемшĕн вăл тем тума та хатĕр. Пĕр ывăлĕпе хĕрĕ хăйсен çемйисемпе уйрăм пурăнаççĕ. Вĕсем патне кайса мĕн те пулин тума пулăшмашкăн кашни кунах вăхăт тупаççĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ. Ачисен пулăшăвне, мăнукĕсен юратăвне туйса кун кунлаççĕ Олег Петровичпа Юлия Ивановна, 70 çулхи юбилярсем.
З. ИЛЛАРИОНОВА