06 сентября 2017 г.
Мĕн авалтан Кавал чиркÿллĕ ял шутланнă. Кунта çуралса ÿснĕ В.Долгов таврапĕлÿçĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чиркĕве 1757 çулта уçнă. 178 çул ларнă вăл. Анчах 1935 çулта чанĕсене антарса Вăрмар станцине леçнĕ, тепĕр çултан çуртне те салатнă. Çакă, паллах, Турра ĕненекенсен чунне ыраттарнă. Юлашки вăхăтра чиркÿсене тепĕр хут чĕртсе тăратма тытăнчĕç. Кавалсем те çак ыйтăва тахçанах хускатнă. 2012 çулта Кавал ял тăрăхĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Н.Алексеева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский, И.Таратин предприниматель тата ял халăхĕ тăрăшнипе чиркĕвĕн никĕсне хыв-рĕç. Чиркÿ старости пулма И.Таратина суйларĕç. 2015 çулта чиркĕве купаласа пĕтерчĕç. 2016 çул-хи август уйăхĕн 14-мĕ-шĕнче çĕнĕ чиркĕвĕн куполĕсемпе хĕресĕсене хăпартрĕç. Халăх питĕ нумай пухăннăччĕ. Савăнăçлă çак мероприятине Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă А.Тихонов, Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин, Кавал ял тăрăхĕн депутачĕ В.Мучуков хутшăнчĕç. Леонид атте чиркÿ куполĕсемпе хĕресĕсене таса шывпа сăвапларĕ.
«Пурте пĕрле çине тăрса тăрăшсан ĕçе вĕçне çитеретĕрех. Сăваплă ĕçрен никамăн та айккинче пăрăнса юлмалла мар. Чиркĕве хута яма Турă пулăштăрах сире», - терĕ пачăшкă. Вăл кавалсем пысăк ĕç тунине, ăс-хакăл чĕрĕ-лĕвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.
«Пĕччен сурать - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать», - теççĕ. Чăн та, чиркĕве хăпартма ял халăхĕ, тĕн çыннисем, спонсорсем, ентешĕсем, строительсем нумай вăй хунă. Тĕс-лĕхрен, Кавалта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти 50-мĕш шкулта ĕçлекен А.Николаев ?Туртушов% тата унти учительсен коллективĕ те хăйсен тÿпине хывнă.
Ял халăхĕ тата Турра ĕненекенсем пулăшнипе чиркĕве хута ярассишĕн паян та кунта хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Чиркÿ тавра тимĕр карта тытса çавăр-нă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Эпир пулнă кунхине рабочисем шалти ĕçсене пурнăçлатчĕç. Ялти активистсем, депутатсем, учительсем - В.Софронов, И.Таратин, Ю.Адюков хăйĕн ывăлĕпе Сергейпе, В.Адюков, В.Осипов ?Пăвакассинчен%, В.Табаков, В.Мучуков, Г.Веселов ?ÿкерчĕк çин-че% тиесе килнĕ хăйăра тачкăсемпе тата витресемпе йăтса чиркĕвĕн шал енне урайне тикĕслеме илсе кĕреççĕ.
Чиркÿ тăвассине йĕркелесе пыракан И.Таратин староста кунти ĕçсемпе кăмăллă. «Çÿлте асăннă çынсем чиркÿ тăвас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Вăхăт çук тесе турткаланса тăмаççĕ. Хăйсен ĕçне хăварсах пулăшма васкаççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр çынсем «Чиркÿ кĕçех хута каймалла» тесе нумай сăмахлаççĕ, чиркĕве хăвăртрах хута ярас ĕçе пачах та хутшăнмаççĕ. Çакă, паллах, чуна ыраттарать», - хăйсен чун ыратăвне пĕлтерет Иван Петрович.
«Чиркĕве хута ярассишĕн сăмахпа кăна мар, ĕçлесе хастарлăх кăтартасса шанас килет», - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне староста.
Вăхăт нумаях та ирт-мĕ. Кавалсемпе кÿршĕ ялсенчи Турра ĕненекенсемшĕн çĕнĕ чиркÿ уçăлĕ.
А.ХОВАНСКИЙ.