30 августа 2017 г.
Маларах пĕлнĕ, каярах тĕл пулнă çынсемпе курнăçсан чунра ытарлă ăшă туйăм çуралать. Çакă Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Тăван çĕршыв историйĕ", "Чăваш Енĕн историйĕпе культури" тата ытти дисциплинăсене студентсем патне ăслав çитерекен истори наукисен докторĕпе, профессорпа Оксана Вениаминовна Егоровăпа çыхăннă.
Çулсем уйрăмлăхĕ те, ун чухнехи танлаштарупа, эпĕ чăваш журналистикипе, вăл вара историпе кăсăкланнипе те çыхăннăччĕ. Вĕсем пурте пĕр çыхăнура пулни вара каярах палăрчĕ.
1971 çулта Вăрмар поселокĕнче кун-çути курнă Оксана ашшĕ-амăшĕпе вĕсен тĕп ялне - Çĕнĕ Вĕренере - ĕçпе-и е унсăр - тăтăшах тухса çÿренĕ. Хитре вырăнсем - вăрманĕ юнашар, таса пĕве, çыннисем тата мĕнле ырă. Çак тĕлте православи тĕнне йышăннă чăвашсемпе пирĕн йăхташсем пулнисемпех мусульман тĕнне тĕпе хунисем пĕрле пурăнма тĕв тунă. Çакă Оксанăна тăван ен историйĕпе кăсăкланма çамрăкранах хевте кÿнĕ пулĕ.
"Ăстапа ăста тĕл пулать", - теççĕ чăвашсем. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренсе вăтам классене çитсен вĕсене халĕ республикипе пĕлекен историн паллă учителĕ, таврапĕлÿçĕ /ку статьяра хисеплĕ ячĕсене асăнса та пĕтереймĕн/, Я.Зайцев вĕрентме пуçлать. Çакăн чухнех Оксана Вениаминовна тăван тавралăх, ашшĕ-амăшĕ, хисеплĕ учитель вĕрентнине тĕпе хурса хăйĕн пурнăçне истори дисциплинипе çыхăнтарма шутлать пулас. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне вĕренме кĕрет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пăлхаварлă 90-мĕш çулĕсем пĕрре те çăмăл пулман. Улшăнусем умлă-хыçлă пулнă - малтан вĕренме пуçланă факультет истори факультечĕ ята илнĕ. Ăна 1993 çулта вĕренсе пĕтернĕ ентеш, 1993-1994 вĕренÿ çулĕнче Шупашкарти 50-мĕш шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ.
Ăслав ĕçĕ туртнă малашлăха Оксана Вениаминовнăна - темле йывăр пулсан та вăл аспирантурăра вĕреннĕ, çав хушăрах 1994 çултанпа студентсем умĕнче асăннă университетра "Тăван çĕршыв историйĕ", "Чăваш Енĕн историйĕпе культури" лекцисем вуланă, семинарсем ирттернĕ.
Наука кандидачĕ, докторĕ ячĕсене илсен те наукăпа тĕпчев ĕçĕсене чылай хутшăнма кирлине пĕлетпĕр, çапах та, профессор пулсан та, эсĕ - педагог. Студентсем унăн ĕçĕсене типĕ хутсем, электронлă вариантсем урлă кăна ăша хывмаççĕ, ларусемпе семинарсенче те пуçа хываççĕ.
Наука ĕçĕсем пирки калас пулсассăн, вĕсем О.Егоровăн пĕтĕм тĕнчене Чăваш Ен тăрăхĕнчи ачасен этнографине уçса парассипе çыхăннисем. Наука халăхсен пурлăх, чун-сипет, культура, обществăлла хутшăнăвĕсен ĕмĕрхи çыхăнăвне çăмăл сăмахпа уçса пама тăрăшать. Ку енĕпе вара Оксана Вениаминовна пысăк çитĕнÿсем тунă тесе калас килет. 2000 çулта хÿтĕленĕ наука кандидачĕн диссертацийĕнче вăл XIX ĕмĕр варринчен пуçласа XX ĕмĕрчченхи чăваш хресченĕсен ачисен йăли-йĕркисемпе паллаштарнă, 2007 çулта хÿтĕленĕ наука докторĕн диссертацийĕ анлăрах калăпăш йышăннă, вăл Атăл-Урал тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен ача çуралнă, вĕсене чысланă чухне туса ирттерекен йăла-йĕркесемпе çыхăннă.
"Ачалăх этнографийĕн темине хамăр республикăпа, регионпа кăна çыхăнтарасшăн мар-ха", - тет истори наукисен докторĕ. Чăваш диаспори Раççейре йышлă вырăнта сарăлнă, вĕсен пурнăçĕпе упранса пынă, аталанакан çĕнĕ йăли-йĕркисене те сăнаса, тĕпчесе тăрас тет пултаруллă çамрăк хĕрарăм.
Пулăçă пулсассăн нумай пулă кĕтĕр тесе калаттăм, анчах та чăваш ачисен этнографине тĕпчекен пирĕн пĕртен-пĕр ентеш, истори наукисен докторĕ çумне çамрăк ĕçтешсем те хутшăнччăр тесе калассăм килет. Пурте пĕлетпĕр - ачасем пирĕн пуласлăх, эппин вĕсен тĕнчине лайăхрах пĕлсен, эпир ăслăрах та пуянрах пулăпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.