30 августа 2017 г.
Иртнĕ эрнекун районти Культурăпа кану çуртĕнче педагогсен август уйăхĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Çуллахи кану хыççăн пĕр-пĕринсĕр, ачасемсĕр, юратнă ĕçсĕр тунсăхласа çитнĕ вĕрентекенсем пĕлтерĕшлĕ мероприятие пухăнчĕç. Пурте вĕсем илемлĕ, савăнăçлă, çĕнĕ вĕренÿ çулне ура ярса пусма хатĕр.
Фойере районти шкул сем хатĕрленĕ электронлă презентацисем, вĕрентÿ системине халалланă стендсем вырнаçтарнă. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев кашнин умĕнче чарăнса тăрса шкулсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Тĕп докладпа - "Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче паракан пĕлÿ пахалăхне инновациллĕ вĕрентÿ системин условийĕсенче ÿстересси" темăпа - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Чи малтанах вăл кăçал октябрĕн пĕрремĕшĕнче Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине аса илтерчĕ. Унтан пĕтĕмĕшле районти вĕрентÿ аталанăвĕпе паллаштарчĕ:
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче "Колосок" тата "Солнышко" ача сачĕсем хăйсен 40 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Чулкасри шкул - 35, Çĕнĕ Кинчерти тата Мăнçырмари шкулсем 135 çулхи, Аслă Чакри шкул 120 çулхи юбилейĕсене паллă тума хатĕрленеççĕ. Çак датăсемпе çыхăнтарса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме халех планласа хумалла.
Районти шкулсенче вĕрентÿпе воспитани процесне пахалăхлă йĕркелемелли пур условисем те çителĕклĕ. Çакă пирĕн район федераци тата регион шайĕнчи федераллă тĕллевлĕ программăсене хутшăннине кура пулса пырать. Юлашки çулсенче районта çĕнĕ йышши 3 вĕрентÿ учрежденийĕ хăпартса лартнă: Пысăк Енккассинчи, Пинерти шкулсем, поселокри "Родничок" ача сачĕ. 2007 çултан пуçласа районти 8 шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине модернизацилемелли мерăсен шайĕнче капиталлă юсав программине районти 10 шкул хутшăннă. 6 шкулта спортзалсене юсанă, физкультура урокĕсем ирттерме пур условисем те тунă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул иккĕмĕш çул "2012-2020 çулсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ" патшалăх программи шайĕнче тĕп юсав ĕçĕсем ирттермелли программăна хутшăнать. Вĕрентÿ пахалăхĕпе тивĕçтерессине тишкернĕ май районти ача сачĕсемпе шкулсен рейтингне ирттертĕмĕр. Вĕрентÿ ĕçне ирттерессипе çыхăннă условисен хăтлăх кăтартăвĕпе "Колосок", "Зоренька", "Ромашка" ача сачĕсем чи пысăк рейтингпа уйрăлса тăраççĕ. Вĕрентÿ пахалăхĕпе ашшĕ-амăшĕсен хаклавĕ тăрăх "Теремок", "Зоренька", "Колосок" ача сачĕсен рейтингĕ чи пысăкки. Шкулсем хушшинче пĕрремĕш критери тăрăх Мăнçырмари, Урнарти, Çĕнĕ Кинчерти, Пысăк Енккассинчи шкулсем малта. Вăтамран илес пулсан районта пурăнакан ашшĕ-амăшĕсен 80 проценчĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системинче кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 770 çын ĕçлет, вĕсенчен 415-шĕ - вĕрентекенĕсем. Педагогсен вăтам çулĕ 48 çулпа танлашать. Паянхи куна шкулта ĕçлекен педагогсен 33 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ вĕрентекенсем, 60 процент ытла пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Анчах та шкулсене çамрăк специалистсем сахал килеççĕ. Уйрăмах çакă Кивĕ Вăрмар, Чупай, Кавал, Шăхаль ялĕсенчи, Вăрмар поселокĕнчи шкулсенче палăрать. Юлашки 3 çулта районта пурĕ 16 çамрăк специалист тĕпленнĕ. Шкул руководителĕсен абитуриентсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне тĕллевлĕ направленисемпе вĕренме яма, муниципаллă стипендисем йĕркелеме конкретлă мерăсем йышăнмалла.
2017 çулта 29 выпускник "Вĕренÿри уйрăмах паллă çитĕнÿсемшĕн" медале тивĕçнĕ. 11 класран вĕренсе тухнă 107 çамрăкран 88-шĕ Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен результачĕсемпе аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 59-шĕ - бюджетлă майпа. 9 класс пĕтернĕ 245 ачаран 110-шĕ 10-мĕш класа килĕç.
Юрий Васильевич пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков та педагогсем умĕнче сăмах каланă май пĕтĕмлетÿсем турĕ. Михаил Анатольевич районта спорта аталантармалли, сывă ăру çитĕнтермелли, Тикаш шкулĕ хупăннă май ачасене малашне Мăнçырмари шкула турттарасси çинчен каларĕ. Районти шкулсенчи кадет класĕсене тата та ытларах аталантармалли пирки асăрхаттарчĕ. Район пуçлăхĕ вĕрентекенсене ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен юратăвĕпе хисепне сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев хăйĕн ачалăхĕнчи, шкул вăхăтĕнчи аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕрентекен, воспитатель профессийĕ çав тери шутлă пулнине каларĕ. Андрей Васильевич районта сывă ăру çитĕнтерес тĕллевпе физкультурăпа спорт юхăмне аталантармалли çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче педагогсене ăнăçу сунчĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Районти вĕрентÿ аталанăвĕпе тĕрлĕ темăпа вĕрентекенсем тухса калаçрĕç.
Вĕрентÿ сферинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн РФ вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотисемпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорне П.Алексеева, Мăнçырмари вăтам шкулта вĕрентекен Л.Даниловăна, Чупайĕнчи музыка предметне вĕрентекен Л.Егоровăна, Шăхалĕнчи шкул директорĕн заместительне И.Ивановăна, Арапуçĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Петровăна чысланă. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе Мăнçырмари шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Л.Ивановăна, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен М.Михеевăна, Чупайĕнчи шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Э.Петровăна, Чулкасри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Семеновăна, Пысăк Енккассинчи педагог-психолога А.Сергеевăна, Вăрмарти ÿнер шкулĕн преподавательне О.Трифоновăна, "Березка" ача сачĕн воспитательне Н.Федотовăна наградăланă. Çавăн пекех ытти педагогсем те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова, Н.ШИШКИНА.