26 августа 2017 г.
Кăçал Чăваш Енре грипран тăвакан вакцинаци тапхăрĕ пĕр уйăх маларах пуçланнă. Прививка тутарни çынсене хăрушă вирус лекесрен хÿтĕлет. Грипран хÿтĕлекен иммунитет прививка тунă хыççăн 3-4 эрне хушшинче йĕркеленет. Çуллахи кунсенче ытларах чухне эпир чирлеместпĕр, çавăнпа халĕ прививка тумалли чи лайăх вăхăт шутланать.
Грипран тăвакан вакцинаци çак чирпе чирлессине тата унпа çыхăннă йывăрлăхсене чылай чакарать. Вакцинацие пĕр хутчен кăна тăваççĕ, профилактика тĕлĕшпе эмелсене вара нумай вăхăт хушши ĕçмелле. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацин кăтартăвĕсем тăрăх, вакцинăсем сывă çынна чирлессинчен 80-90 процент таран сыхлаççĕ. Вакцина çынна вăтамран 5-6 уйăх таранччен хÿтĕлет. Грипран вакцина туса сыхланасси эмелсем ĕçнинчен е халăхра сарăлнă мелсемпе усă курнинчен 2-5 хут эффективлăрах.
Палăртса хăвармалла, прививка тунисем чирлес пулсан та чир çăмăллăнрах, шала каймасăр иртет. Вĕсем хушшинче ĕçе тухаймасăр больница листисене илекенсен шучĕ те сахалрах.
Ача кĕтекен хĕрарăмсене те грипран прививка тума сĕнеççĕ. Тĕпченĕ тăрăх, ача кĕтнĕ чухне грипран прививка туни чир эпидемийĕ вăхăтĕнче ачасем вăхăтсăр çураласси е вилесси прививка туманнисемпе танлаштарсан 20 процент сахалрах. Ача кĕтекен хĕрарăмсем грипран прививка тусан вĕсен те чирлес хăрушлăх чакать, ачисем те çуралсан малтанхи 6 уйăх хушши гриппа сахалрах чирлеççĕ.
Районта пурăнакан халăха грипран иммунизацилес кампани пуçланнă. Профилактика прививкисен наци календарĕ шайĕнче 2017-2018 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче районта пурăнакан çынсен 43 процентне прививка тума палăртнă. Вĕсен шутне 60 çултан иртнĕ çынсем, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче ĕçлекенсем, 6 уйăхран иртнĕ ачасем, 1-11 классенче, профессионаллă вĕрентÿ организацийĕсенче вĕренекенсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, медицинăпа вĕрентÿ, транспортпа коммуналлă сфера организацийĕсен ĕçченĕсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, çара кайма хатĕрленекенсем, вăраха пыракан чирсемпе аптракансем кĕреççĕ. Профилактика прививкисен наци календарьне кĕртмен ĕçченсене предприятисемпе организацисен шучĕпе вакцинаци тăваççĕ.
Грипран хирĕç тăвакан вакцинăна "Фармация" ФПУП-ра туянма пулать.
Прививкăсăр пуçне ОРВИ тата грипп чирĕсенчен сыхланма ытти мелсемпе те усă курмалла. Чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар, грипп алхаснă чухне халăх нумай пухăнакан вырăнсенчен пăрăнмалла, сăмсапа çăвара марльăран тунă çыхăпа хупламалла. Урамран кĕрсен алла супăньпе çумалла е ятарлă салфеткăсемпе усă курмалла, пите çумалла, çăвара чÿхемелле, сăмса шăтăкĕсене тасатмалла - вируссене çуса кăлармалла. Алă çумасăр апатланма лармалла мар. Кил-çурта 15-20 минутран кая мар уçăлтармалла, пÿлĕмсене час-часах çуса-тасатса тăмалла.
Унсăр пуçне вируса хирĕç кĕрешекен ятарлă эмелсем ĕçмелле, вĕсем чирлес хăрушлăха чакараççĕ. Эмелсене тухтăр çырса панă хыççăн схемăна çирĕп пăхăнса ĕçмелле. Иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçме те юрать.
Организма пиçĕхтермелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, çывăрса тăранмалла, тĕрĕс апатланмалла, спортпа туслашмалла. Йывăр ĕçлемелле мар, пусăрăнчăк кăмăл-туйăмпа çÿремелле мар.
Енчен те эсир хăвăра сывă мар туятăр пулсан, ÿт температури ÿссе кайсан, ÿслĕк пуçлансан, пыр ыратсан - килтех юлмалла, ĕçе е шкула, халăх нумай пухăнакан вырăнсене каймалла мар.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ЭСЕНКУЛОВ, районти тeп больницaн тeп врачeн заместителe.