26 августа 2017 г.
Çын пурнăçĕнче çамрăклăх хаваслăхпа палăрса тăрать, çулсем иртнĕ май чăтăмлăхпа çирĕплĕх вăй илет. Икĕ çамрăк çемье çавăраççĕ те пĕр сукмакпа утма тытăнаççĕ. Пурнăçăн урапи пĕр тикĕс те, кукăр-макăр та кусать, тумхаха та çакланать. Пĕр-пĕрне ăнланакан мăшăр вара çаксене пурне те çĕнтерсе çирĕппĕн малалла каять.
Кавал ялĕнче пурăнакан Найденовсен çемйи пирки те çавнах каламалла. Лидия Афанасьевнăпа Николай Сергеевич пĕрлешсе çемье çавăрни 50 çул çитрĕ. Паллă кунпа саламлама вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе ялти культура работникĕсем тата ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ И.Огурцова хутшăнчĕç.
Çур ĕмĕр каялла пĕрлешсе çемье çавăрнă мăшăр паянхи кун та пĕр-пĕрне юратса, упраса, хисеплесе пурăнать. Кун-çул пуянлăхĕ, ăслăлăхĕ çулсем иртнĕçемĕн пухăнать. Халĕ Найденовсен пурте çителĕклĕ. Çемьере виçĕ ача кун çути курнă. Вĕсене пурне те тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерессишĕн Лидия Афанасьевнăпа Николай Сергеевич кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшнă. Халĕ вĕсене виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ. Пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пырса вĕсем çемье ăшшине 50 çул упраса пурăнни вăл хăех калама çук пысăк телей, юратăвăн çăлкуçĕ. Паянхи кун вĕсем кун-çулпа савăнса пурăнма пĕлеççĕ, ял-йышра хисеплĕ çынсем. "Ылтăн туй" ячĕпе çак кун юрă-кĕвĕ те шăранчĕ, ташă çемми те чуна çĕклерĕ. Çынна савăнма нумай та кирлĕ мар, ватлăх еннелле сулăнсан вара пушшех те. Найденовсем те хăйсене хисеп тунăшăн чунтанах хĕпĕртенине пĕлтерчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.ТАБАКОВА, ял тaрaхeн администрацийeн ертсе пыракан специалисчe.