АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртнă

26 августа 2017 г.

Иртнине пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртнă

Кашни çулăн çур çулĕнче районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ. Ку хутĕнче çак ыйтупа çыхăннă анлă канашлу Энĕшпуçĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ.

Ăна Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ, канашлăвăн ĕç йĕркипе паллаштарчĕ. Унта ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР транспорт тата çул-йĕр строительствин министрĕн заместителĕ А.Тимофеев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, общественность представителĕсем хутшăннă.

Тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов тухса калаçрĕ. Николай Анатольевич районти кашни отрасль кăçалхи çур çулта мĕнлерех аталанса пыни çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ, малашлăх задачисене палăртрĕ.

Палăртма кăмăллă: кăçалхи çур çулта организацисен таварçаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,9 процент /393,9 миллион тенкĕпе танлашнă/, суту-илÿпе ĕçлекен пысăк предприятисен ваккăн тавар сутасси 9,8 процент /243,7 миллион тенкĕпе танлашнă/, вăтам ĕç укçи 10,6 процент ÿснĕ /18623 тенкĕпе танлашнă/.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайĕ 199 миллион тенкĕлĕх пурнăçланнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 110,4 процент. Районти пĕрлештернĕ бюджета кĕрекен тупăшсене йĕркелекен тĕп пайĕ уйрăм çынсен налукĕсем, вĕсенчен кĕрекен тупăш 4,9 процент ÿснĕ. Налукпа çыхăнман тупăшсем 18,4 процент ÿснĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пирĕн районта аталанса пырать. Вак предпринимательлĕх субъекчĕсенчен пур шайри бюджетсене куçакан налуксен пайĕ 17,5 процентпа танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 0,6 процент ÿснĕ. Кăçалхи çур çулта районти вак тат вăтам предприятисем 60 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă, 86 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. "Нефть-Трэвел" тулли мар яваплă обществăн газ ямалли станци уçăлнă, Кăçал "Фэйсмен" тулли мар яваплă общество производствăна йĕркелессипе ĕçсем туса ирттернĕ. Вак предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен ваккăн сутакан организацисен таварçаврăнăшĕ 9,8 процент ÿснĕ, 244 миллион тенкĕпе танлашнă.

Хальхи вăхăтра районта ялхуçалăх отраслĕнче 11 предприяти, хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - 79, уйрăм çын хуçалăхĕсем 10228 шутланаççĕ. Кăçалхи çур çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 187 миллион тенкĕлĕх, ялхуçалăх организацийĕсенче 28 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Районта усă курман çĕр пайĕсене муниципаллă пурлăха кĕртессипе ĕçсем вĕçленсе пынă. 10110 гектар çинчи 4438 пай çĕр участокĕсене харпăрлăха куçарнă, 1129 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çитес çул 77 çемьене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес тĕллев лартнă.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче те пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пыни куçкĕрет. Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн спортзалне çĕнетнĕ. Çавăн пекех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш классен çуртĕнче те иккĕмĕш тапхăр юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта пирĕн районта тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса 1074 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă, Энĕшпуçĕнчи Культура çурчĕн строительствине вĕçленĕ, ăна хута янă, çул-йĕр строительствине 131 миллион тенкĕ хывнă. Н.Павлов хăйĕн анлă докладĕнче çавăн пекех социаллă политикăпа демографи лару-тăрăвĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетсе çавăн пекех райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Краснова, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕсен пуçлăхĕсем Н.Николаевпа Л.Степанов тухса калаçрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене яваплă ĕçе пурнăçласа пыма шанса панăшăн тав турĕ, малашне те пĕрле тухăçлăн вăй хурасса каларĕ. "Пĕрле тăрăшса вăй хунипе кăна эпир ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр", - терĕ вăл. Çавăн пекех Андрей Васильевич районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн пысăк тÿпе хывнисене тав турĕ, малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР транспорт тата çул-йĕр строительствин министрĕн заместителĕ А.Тимофеев пĕтĕмĕшле илсен район кăçалхи çур çула начар мар кăтартусемпе вĕçленине каларĕç, çавăн пекех хăш-пĕр отрасле ытларах аталантармалли çинче те чарăнса тăчĕç. "Района аталантармашкăн пур условисем те çителĕклĕ. Кунта районшăн тăрăшакан пуçаруллă çынсем ĕçлесе пурăнаççĕ", - терĕ хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май В.Максимов.

Юлашкинчен асăннă мероприяти Раççей Федерацийĕн Патшалăх флагĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика