АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчене çĕр тухăçĕпе савăнтарать

26 августа 2017 г.

Ĕçчене çĕр тухăçĕпе савăнтарать

"Хура çĕр - анне кăкăрĕ вăл", - теççĕ халăхра. Чăнах та çапла ĕнтĕ. Çĕр пире тăрантарать, унпа пĕлсе усă курсан тухăçĕ пулатех. Çанталăк хĕвеллĕ те типĕ тăнă чухне вăхăтăн кашни çеккунтне сая ямасăр районти çĕр ĕçченĕсем çитĕннĕ тырра пухса кĕртес тĕллевпе пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеççĕ.

"Шигали" ялхуçалăх предприятийĕнче вырмана августăн 10-мĕшĕнче тухнă. Çав кунтанпах ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать кунта. В.Иваншкин пултаруллă ертÿçĕ йĕркелесе пынипе ĕç кал-кал пулса пырать. Пурĕ 1500 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ хуçалăхра.

Хĕвел хăпарнă-хăпарманах хĕрÿ ĕç пуçланать. Шăхаль ялĕ айлăмра вырнаçнă. Кашни ир мăнаçлă комбайнсем пĕрин хыççăн тепри тăвайккинелле хăпарса хире çул тытаççĕ. "Акрос-530" комбайнпа С.Николаевпа С.Петров, "Енисей-1200" икĕ комбайнпа Г.Иваншкинпа А.Иваншкин /ашшĕпе ывăлĕ/ тата В.Григорьевпа В.Федоров, "Нива СК-5" комбайнпа П.Гафитуллин ĕçлеççĕ. Пысăк опытлă комбайнерсем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ, вĕсем тĕштырра вăхăтра тата пĕр тăкаксăр вырса илмеллине лайăх ăнланаççĕ, ывăннине пăхмасăр тăрăшаççĕ. Хирте ĕç вĕресе тăрать. Çĕр-аннемĕр паракан пурлăха пĕрре те сая ярас мар тесе ĕçлеççĕ шăхальсем. Комбайнсем хыççăнах Г.Николаев МТЗ-82 тракторпа улăма рулонласа пырать. Улăмне А.Матвеев тата Ю.Федоров турттарса тăраççĕ. Ăна çынсене ĕçленĕшĕн валеçеççĕ. Ю.Иваншкинпа В.Иванов вара Т-150 тракторпа кĕрхи çĕртме тăваççĕ.

Вырнă тырра хиртен ГАЗ-53 автомашинăсемпе Н.Долгов, О.Петров, МТЗ-82 тракторпа В.Григорьев турттараççĕ. Водительсем вĕлле хурчĕсем евĕр калла-малла хутлаççĕ, тырра хăвăртрах йĕтем çине илсе çитерме тăрăшаççĕ, унтан каллех хире васкаççĕ. Йĕтем çинче те транспорт кирлĕ, унта ГАЗ-53 автомашинăпа В.Федоров вăй хурать.

Тин турттарса килнĕ тырра йĕтем çинче ĕçлекенсем йышăнса юлаççĕ. Унти ĕç-пуçа складсен заведующийĕ Л.Степанова пысăк яваплăхпа йĕркелесе пырать. А.Федорова, В.Иванова, Г.Матвеева, Е.Матвеева тырра алласа тасатаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем кĕрхи çĕртме валли ыраш вăрлăхĕ хатĕрлеççĕ. Н.Ивановпа Ю.Данилов тырра алласа тасатакан агрегатсене юсаса-пăхса тăраççĕ.

Кунĕпе тар юхтарса ĕçлекенсем выçă çÿремеççĕ, вĕсене кунта вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Паянхи куна 150 гектар ыраш пуссине вырса тасатнă та ĕнтĕ. 250 гектар кĕрхи тулăран халлĕхе 150 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Унсăр пуçне сарă пăрăç /горчица/ 127 гектартан 70 гектарне пухса кĕртнĕ. Çак кунсенче 30 гектар çинчи пăрçана вырма тухнă. Урпа ани çинче те комбайнсем ĕçлеççĕ. Вырса кĕртнĕ урпана склада вăрлăхлăх упрама хураççĕ, халăха та ĕçленĕшĕн параççĕ. Вырма малалла пырать. Черетре - сĕлĕ, хура тул анисем. Çак ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне хуçалăхра кĕрхи ыраш акма тухнă.

Хĕрÿ ĕççи халăха вĕтĕлентерсе тăрать. Апла пулин те "Лайăх ĕçлекен кайран лайăх канать" текен каларăша асра тытаççĕ хуçалăхра ĕçлекенсем, çавăнпа пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ, ăнăçу пуласса шанаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика