26 августа 2017 г.
Районта кĕрхи ĕçсем пыраççĕ. Çак вăхăтра никам та лăпкăн кантăкран пăхса лараймасть. Пурте уй-хире васкаççĕ, мĕн акса-лартса çитĕнтернине тасатса пÿлмесене кĕртсе хума тăрăшаççĕ, çитес çул валли акма вăрлăх та хатĕрлеççĕ. Туса илнĕ тухăç пÿлмесене çитиччен вара ялхуçалăх ĕçченĕн нумай тар кăлармалла, хура тусанпа вараланмалла... Хальхи вăхăтра çанталăкĕ те çĕр ĕçченĕ майлă çавăрăннă темелле, уяр та лăпкă тăрать.
Иртнĕ кунсенче эпир, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.НИКОЛАЕВ, "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.ШАНИНА тата кунти тĕп агроном Л.ИВАНОВА, хаçатăн корреспонденчĕ А.НИКОЛАЕВА, районти хуçалăхсенчи кĕрхи ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланса ĕçлĕ çула тухрăмăр. Чи малтанах "Шигали" ялхуçалăх предприятийĕнчи йĕтем çине çитрĕмĕр. Йĕтем тулли тырă выртать: кĕрхи тулă, горчица /сарă пăрăç/. Хуçалăх руководителĕ В.Иваншкин пире тарават пулчĕ. Тÿрех специалистсене тĕрлĕ ыйтусем пама пуçларĕ. Тинтерех çеç ĕçе пуçăннă руководителĕн ĕçлес хастарлăхĕ пысăкки, хăй çине тиенĕ яваплăха тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлас туртăм пурри тÿрех палăрчĕ. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнипе пĕрлех çĕртме те тăваççĕ. Акса хăварма вăрлăхлăх культурăсем те хатĕрлемелле. Çавна кура вăрлăх инспекцийĕн работникĕсем тĕштырăна пур енчен те тĕрĕслеме тесе палăртнă йĕркепе хăйсене кирлĕ чухлĕ хутаçсем çине тырă тултарчĕç. Уй-хирте те, йĕтемре те, складсенче те хĕрÿ ĕç пырать. Шигали ял тăрăхĕнчи "Тапинов М.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те пултăмăр. Вĕсем 250 гектар çĕр çинче вăй хураççĕ. Кунта кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем, горчица /сарă пăрăç/, фацели çитĕнтереççĕ. Кĕрхи тулă пÿлмене кĕрсе выртнă, вырса, çапса илнĕ фацелине шăналăксемпе хĕвел çине сарса хунă. Вĕсене валемсем туса тăтăшах хускатса типĕтеççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ М.Тапинов, хăех комбайнер, тракторист, водитель, эпир пынă тĕле уй-хире тырă вырма тухса кайнине пĕлтерчĕç. Тăванĕсемпе пĕр-пĕрне пулăшса вăй хураççĕ иккен вĕсем. Вĕсен тыррине те анализ тума илчĕç специалистсем.
Малалла çул Тикаш еннелле пулчĕ. "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ йĕтемĕ çине çитрĕмĕр. Кунта та ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Комбайнĕсем иккĕшĕ те уйра. Автомашинăсем хиртен йĕтем çине тулли тырăпа васкаççĕ. Кĕркунне акса хăварма тесе вăрлăхне хатĕрлесе хунă, кĕçех акма тухасси пирки пĕлтерчĕç. Складра йышлăн ĕçлеççĕ тесе калама çук, ытларах хăйсен çемйипе тăрăшаççĕ. Хĕрÿ вăхăтра тăванĕсене явăçтараççĕ. "Ĕçе механизациленĕ май хамăр вăйпах ĕлкĕретпĕр. Çынна шанса тытăнман вĕт эпир çăмăл мар ĕçе. Пуçăннă пулсан - ĕçлемелле", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Н.Иванов.
Унтан "АПК "Передовик" тулли мар яваплă обществăна кĕтĕмĕр. Складра Т.Григорьевăпа Л.Ленская тырă сортлатчĕç. М.Ленский тырă сортлакан агрегата та ĕçлеттерет тата ытти ĕçсене те пурнăçлать. Хуçалăха ертсе пыракан В.Кандаков "Вектор" комбайнпа Çĕнĕ Вĕренер ялĕ çумĕнчи участокра тырă выратчĕ. Ĕçлĕ çулçÿреврисем хуçалăх пуçлăхĕпе курса калаçас тĕллевпе унталла çул тытрĕç. Чĕркуççи таран хăмăлпа комбайн выракан çĕре çитрĕмĕр. Штурвал умĕнче ларакансем хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе туллин усă курасшăн тăрăшни паллă пулчĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çынпа калаçас шухăшĕ та пулмарĕ пулмалла, чарăнмасăрах малалла вĕçтерчĕç.
"Сарабай" тулли мар яваплă общество хуçалăхĕнчи йĕтеме те çитсе куртăмăр. Вĕсем те вырса çапнă тырăна алласа тасататчĕç. Çитес çул валли акма хатĕрлекен вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеме илчĕç. Мăнçырма ял тăрăхĕнче вырнаçнă "Слава" тулли мар яваплă общество 1000 гектара яхăн çĕрпе усă курать. Эпир пынă кун йĕтемри складра вăрлăхлăх тырă хатĕрлетчĕç. Кунта çирĕп йĕрке - вăрлăхлăх тырăна кирлĕ-кирлĕ мар япаласемпе хутăштарас мар тесе склада урари пушмаксене хывса кĕреççĕ. Ытти хуçалăхсенчи пекех уй-хирте хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ пырать.
Пĕтĕмĕшле илсен районĕпе пĕрчĕллĕ культурăсене 6405 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ тата 300 гектарне лайăхрах çитĕнсе кушăхтăр тесе çулса хунă, 3700 гектар çинче тулă, 634 - ыраш, 2031 - урпа, 30 - сĕлĕ, 10 гектар пăрçа пухса кĕртнĕ. Кĕрхи ĕçсем районта малалла пыраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"