АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар районĕнче - Чăваш театрĕн кунĕ

23 августа 2017 г.

Вăрмар районĕнче - Чăваш театрĕн кунĕ

Çак кунсенче районти Культурăпа кану çуртĕнче Театр кунне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсемпе куракансен тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн "Еник" ансамблĕ /руководителĕ А.Яковлева/ тата куракансем артистсене культура çурчĕ умĕнче юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Уйрăмах РСФСР тата Чăваш АССР халăх артисткине, Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ хамăр ентеше Нина Яковлевăна тимлĕх уйăрнă. Тĕлпулăва хутшăннисем театр кумирĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ. Фойере кĕнекесен "Чăваш театрĕн çăлтăрĕсем" куравне йĕркеленĕ. Çак кĕнекесенче театрăн нумай çулхи историйĕ тата артисчĕсем çинчен çырнă. К.Иванов ячĕллĕ драма театрĕ 100 çул тултарнине халалланă савăнăçлă мероприятине Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тата "Еник" фольклор коллективĕ уçнă. Куракансем Ф.Павловăн "Ялта" драминче вылякан артистсене ăшшăн йышăннă. Спектакльте театрти пур артист та хутшăнать. Вĕсем хушшинче паллă артистсем: ЧР халăх артисчĕсем Г.Медведев, В.Ситова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем В.Карпов, Н.Сергеев, театр артистки И.Верьялова. "Ялта" драма халăха килĕшекеннисенчен пĕри. Вăл чăваш халăхĕн пурнăçне тĕрлĕ енчен уçса парать. Тĕп сăнар Елюк /Ирина Верьялова/ хăйĕн юратăвĕшĕн кĕрешме пултаракан хĕрарăм. Вăл амаçурин кăмăлне хирĕç кайса чухăн, анчах юратнă савнийĕпе пурăнма пуçлать. Апла пулин те çамрăксен телейĕ нумая пымасть, Ванюка /Валерий Карпов/ вăрçа илсе каяççĕ. Çтаппан /Николай Сергеев/ Елюка хăйĕн мăшăрĕ тăвас тесе ăна Ванюк вилнĕ тесе çырнă ултавлă çырăва тыттарать. Кил-çуртри пушар, ачин вилĕмĕ, мăшăрĕ пуçне хунă тесе пĕлтерекен хыпар - çакă пурте Елюка хăйĕн çине алă хурас патне илсе çитерет. Пурнăç пĕлтерĕшне çухатнăскер, Елюк Çтаппанăн арăмĕ пулма килĕшет. Туй вăхăтĕнче ăнсăртран Ванюк килсе кĕрет. Елюк ун патне таврăнма килĕшмест, венчет çĕррине ывăтса парать, анчах юратма пăрахнипе мар, Çтаппан ăна вилĕмрен çăлнипе. Ванюк хăй мĕн тунине те ăнланмасăр револьвертан перет...

Чăваш халăхĕн юрри-ташши, туй сцени, салтак юррисем, Ф.Павловăн илемлĕ кĕввисем спектакльте ĕлĕкхи саманана витĕмлĕ те ĕненмелле кăтартаççĕ. Куракансен ячĕпе "Пурнăç хумĕсем" сăвăсен кĕнекин авторĕ, А.Иванов краевед тав туса тухса калаçнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика