23 августа 2017 г.
Çĕр ĕçченĕн ĕçĕ чи сумлисенчен пĕри. Вĕсен ятне историре хăварас тесех ĕнтĕ нумаях пулмасть "Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики" кĕнеке кун çути курчĕ
Пĕтĕмпе кĕнекене 5450 статья кĕнĕ, вĕсенчен 4890-шĕ уйрăм çынсен кун-çулĕпе паллаштарать, 560-шĕ - тематикăлла статьясем. Вĕсемсĕр пуçне 2410 иллюстраципе сăнÿкерчĕксем вырнаçтарнă, пирĕн районтан 248 çын хушаматне кĕртнĕ, тăрăхри хуçалăхсен аталанăвне сăнлакан материалсем те кĕртнĕ. Энциклопеди Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн умсăмахĕпе уçăлать. Чи малтанах Михаил Васильевич "Ĕçре тупнă телей сăваплă" ваттисен каларăшне асăнса хăварать, кĕнеке экономикăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ялхуçалăх отраслĕпе паллаштаракан хăйне евĕр пĕлÿ-хыпар пуххи пулнине палăртать.
Çак кунсенче 1500 тиражпа тухнă кăларăм пирĕн района та çитрĕ. Ăна райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕнче презентацилерĕç.Савăнăçлă лару АПК ветеранĕсен Канашĕн членĕсен ĕçлĕ ларăвĕнчен пуçланчĕ. Унта пухăннисем пĕр саслă пулса хăйсен йышне КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.Петрова йышăнчĕç.
Энциклопедипе чи малтанах кĕскен ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Н.Николаев паллаштарчĕ, унтан кăларăма пирĕн тăрăхри материалсем пухма тесе пуçару кăтартса пысăк тÿпе хывнă Н.Васильев ветерана сăмах пачĕ. Николай Васильевич вара кĕнеке кăларма алçырăвĕсем хатĕрленĕ хастарсене ятран асăнчĕ. Ун хыççăн агропромышленность комплексĕн районти ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г.Эверсков ?сăмах май, çак пархатарлă ĕçе чи активлă хутшăннисенчен пĕри% канашăн членĕсене - Н.Васильева, Н.Петрова, Н.Семеновăна, Н.Дмитриевăна, Ю.Яковлева, Ф.Егорова, И.Таратина, В.Петрова - алă пусса кĕнекесем пачĕ. Çак савăнăçлă мероприятине çавăн пекех РФ Агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ А.Смирнов хутшăнчĕ, ялхуçалăх аталанăвĕшĕн энциклопеди пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.