23 августа 2017 г.
Кашни çулах августăн 22-мĕшĕнче Раççей çыннисем РФ Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Раççей патшалăх символики пирĕн çĕршывăн мăнаçлăхĕпе пуласлăхне, унăн мухтавлă историне, халăхăн паттăрлăхне сăнарлать. Раççей ялавĕн кунĕ - пурне те патриотизм туйăмĕпе çыхăнтарса тăракан уяв. Вăл пирĕнте хамăрăн аслă çĕршывăмăрпа, ентешĕмĕрсемпе мухтанмалли туйăмсем çуратать. Комплекслă социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центрăн воспитанникĕсем районти тĕп библиотекăна çитсе курнă. Библиотека ĕçченĕсем ачасемпе "Патшалăх ялавĕ - пирĕн мухтав" информаци сехечĕ ирттернĕ. Ачасем Раççей ялавĕ мĕнле пуçланса кайнипе, ялавăн тĕсĕсем мĕне пĕлтернипе паллашнă, РФ гимнне итленĕ. Çавăн пекех библиотека хăнисем Тăван çĕршыва, Раççей ялавне халалланă сăвăсем каланă. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни патриотизмла воспитани тĕлĕшĕнчен аталанса ÿсме пулăшаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"