23 августа 2017 г.
Районта ĕççи вăй илсе, кĕрлесе кăна тăрать. Çак вăхăтра райадминистрацин яваплă ĕçченĕсен те канăçĕ пĕтнĕ, вĕсем кунне темиçе хуçалăха çитсе килеççĕ.
Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова тата ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев "Иванов В.А." хресчен ?фермер% хуçалăхне çитсе курчĕç. Ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Кăçал 2825 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтернĕ, çав шутра çурхи культурăсем 2122 гектар йышăнаççĕ, кĕрхисем - 703 гектар. 100 гектар вăрлăхлăх хĕвелçаврăнăшĕ, сарă пăрăç ?горчица% 204 гектар, нумай çул ÿсекен курăк 960 гектар çитĕнет. Хуçалăхра пĕтĕмпе 4089 гектар çинче акса туса илеççĕ. Паянхи куна хуçалăхра 500 тонна утă, 2800 тонна сенаж хатĕрленĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра кĕрхи тулă пухса кĕртеççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне 30 центнер тухать. Вырма ĕçĕпе пĕрлех суха ĕçĕ те пырать. Çитес çул валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварма 500 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çултан-çул ĕç калăпăшĕ ÿссе пынă май вырма ĕçне хутшăнакан икĕ комбайн çителĕксĕртерех пек туйăннăран хуçалăхра хăйсен вăйĕпе тепĕр çĕнĕ "Полесье-12" комбайн туяннă. Вăл "юлташĕсене" пулăшма хатĕр.
Хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн специалистсем вырмана вĕçлеме ăнăçу суннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.