АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăх

23 августа 2017 г.

Вăрмар район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăх

Августăн 21-мĕшĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 19-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне суйлас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ - ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн шалти политика управленийĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай сотрудникĕ Д.Скворцов, райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем, федераллă тата республика службисен руководителĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсенчи депутатсен Пухăвĕн председателĕсем хутшăннă. Депутатсем 3 ыйту пăхса тухнă: Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне суйлассипе иртнĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ* райадминистрацин пуçлăхне контрактпа çирĕплетесси* Вăрмар район пуçлăхĕпе - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ контракт килĕшĕвне алă пусса çирĕплетесси. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне суйлассипе иртнĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Андрей Васильевич Васильевпа Петр Александрович Айвенов çĕнтернипе халăх суйлавçисем килĕшнĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем вăрттăн сасăлав ирттерсе Андрей Васильевич Васильева райадминистрацин пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл 2017 çулхи августăн 22-мĕшĕнчен тытăнса район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созывĕн полномочийĕ вĕçлениччен контрактпа ĕçлĕ.

Кĕске справка

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев 1967 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ должноç йышăниччен вăл уйрăм çын предприниматель пулнă. Андрей Васильевич 1991 çулта В.П.Горячкин ячĕллĕ инженерсем хатĕрлекен ялхуçалăх производство институтне вĕренсе пĕтернĕ, "ялхуçалăх механизацийĕ" специальноçне алла илнĕ, квалификаципе - инженер-механик.

Унăн ĕçĕ-хĕлĕ: 06.1984-08.1984 - юсав мастерскойĕнчи слесарĕн вĕренекенĕ; 12.1990-01.2000 - "Чувашнефтепродукт" пĕрлешĕвĕн Вăрмар районĕнчи предприятийĕн тĕп инженерĕ; 01.2000-02.2003 - "Вăрмарти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх компанийĕ" нумай функциллĕ производство предприятийĕн директорĕ; 02.2002-06.2004 - "Чуваштеплоэнергогаз" тулли мар яваплă обществăн филиалĕн директорĕ; 10.2005-01.2009 - Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ; 03.09.2013-31.05.2017 - "Урмарский" потребительсен кредит кооперативĕн правленийĕн председателĕ; 05.2009-07.2017 - уйрăм çын предприниматель.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика