19 августа 2017 г.
Сехет йĕпписем пĕр чарăнмасăр минут хыççăн минут, кун хыççăн кун шутласа малалла шаккаççĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Çуллахи каникул та вĕçленсе пырать. Кĕçех районти шкулсенче каллех шăнкăрав сасси янăрама пуçлĕ, классем вĕренекенсен хаваслă куллипе тулĕç, пурнăç çĕнĕрен вĕресе кайĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕррине тĕрĕслесе йышăнакан комисси çак кунсенче хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Вăрмар районĕнче пурĕ 16 шкул, 7 ача сачĕ, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени. Палăртма кăмăллă: комисси вĕсене пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр тесе йышăнчĕ. "Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем çав тери пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсем хăйсен вăхăтне шеллемесĕр ачасене вĕренме тата аталанма пур услови пултăр тесе пĕтĕм вăя хурса тăрăшрĕç", - терĕ райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕррине хамăр куçпа курса пĕлес тĕллевпе эпир Мăнçырма, Шăхаль, Пинер шкулĕсене çитсе килтĕмĕр.
Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çак ялтан кăна мар, Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер, Шăхаль, Кивĕ Шулхан, Эçпепе, Кĕтеснер, Çĕнĕ Шулхан ялĕсенчен те вĕренекенсем килеççĕ. Вĕсене илсе çÿреме икĕ автобус пур. Кăçал шкулта 130 вĕренекен ăс пухĕ. Унсăр пуçне шкул çумĕнче ача-пăча сачĕ ĕçлет. Ачасене ÿсĕмне кура икĕ ушкăна пайланă. Сентябрьтен пуçласа çак ушкăнсене 35 ача çÿреме тытăнĕ.
Шкул директорĕ В.Николаев тата унăн заместителĕ С.Николаева пире кунти ĕç-пуçпа паллаштарчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çак шкулта ирттернĕ чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - спортзалта тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттерни. Вĕсене республикăри тата федераллă бюджетсенчен субсиди уйăрнипе тума май килнĕ. Юсав ĕçĕсене "Хальхи технологисем" тулли мар яваплă общество ĕç контракчĕпе килĕшÿллĕн пахалăхлă тата вăхăтра туса ирттернĕ. Спортзалта урайне çĕнĕрен сарнă, стенисене сăрланă, маччине шуратнă, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсенче плитка çыпăçтарнă, туалетсенче çĕнĕ сантехника вырнаçтарнă, чÿречесемпе алăксене ылмаштарнă, канализаципе электричество системисене, шыв пăрăхĕсене тĕпренех юсанă. Унсăр пуçне спорт инвентарĕ туяннă. Мăнçырма шкулĕ спорта пысăк тимлĕх уйăрнине пурте пĕлеççĕ. Кунта вĕренекенсем ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса яланах медальсемпе кубоксем çĕнсе илеççĕ. Спортзала çĕнетни спортпа кăсăкланакан ачасен йышне татах та ÿстересси пĕрре те иккĕлентермест. Шкул коллективĕ тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ вăй хунипе коридорсемпе классенче светильниксемпе чÿрече кантăкĕсене ылмаштарнă, урайсемпе стенасене сăрланă, шкул çивиттине юсанă, ача-пăчасен вылямалли площадкине тирпейленĕ. Кунта таса та хăтлă. Шкул умĕнче тĕрлĕ чечексем ÿсеççĕ, фонтан куçа илĕртет.
Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿпе тивĕçтереççĕ. Тĕслĕхрен, 10-11 классенче вĕренекенсем трактористпа çĕвĕç профессийĕсене алла илме пултараççĕ. Шкул пĕтерсен вĕсене çакна çирĕплетекен ятарлă свидетельство параççĕ. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Кăçал 13 выпускникран саккăрăшĕ аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Палăртма кăмăллă: вĕсенчен пĕри - Д.Лисицкий - Мускаври патшалăх университетĕнче ăс пухма тытăнĕ. Вăл унта конкурссăрах вĕренме кĕнĕ. Мăнçырма шкулĕн вĕрентекенĕсем чăнах та хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пынине çирĕплетет çакă.
Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Малтанах ялти ача-пăча сачĕ уйрăм çуртра вырнаçнă пулнă. Кăçал вара ăна шкул çуртне куçарнă. Çавна май шăпăрлансене тĕрĕс аталанма май паракан пĕтĕм условисемпе тивĕçтерес тĕллевпе шкулта кĕске вăхăтрах тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вылямалли пÿлĕмре урай хăмисене ылмаштарнă, хутса ăшăтмалли системăна тĕпренех юсанă, стенасене, маччана, урайне пĕтĕмпех сăрланă, 8 çĕнĕ пластик чÿрече лартнă, СанПиН ыйтнине тивĕçтерекен санитарипе техника пÿлĕмĕ тунă. Унсăр пуçне кунта халĕ савăт-сапа çумалли ятарлă пÿлĕм пур. Унта ăшă тата сивĕ шыв кĕрет, канализаци тунă.
Шкул ачисене вĕренме хăтлă пултăр тесе классенче, спортзалта тата коридорта косметика юсавĕ туса ирттернĕ, урайсене, стенасене сăрланă. Унсăр пуçне шкул çуртне урам енчен тирпейленĕ - стенасене шуратнă. Кашни класрах ăшă пыракан пăрăхсене юсанă. Юсав ĕçĕсене вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем пурте пĕрле кар тăрса кĕске вăхăтра тата пахалăхлă вĕçленĕ. Шкул директорĕ А.Мирошкина çакăн пирки уйрăмах палăртса каларĕ, юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшакансене пурне те тав тунине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 34 ача пĕлÿ пухĕ, шкул çумĕнчи ача садне 24 ача çÿреме тытăнĕ. Вĕсене хăтлă, таса, çутă классемпе пÿлĕмсем кĕтсе илĕç.
Шкулта ачасене тарăн пĕлÿ илме пĕтĕм услови пур. Кунта пысăк опытлă педагогсем вăй хураççĕ. Шкулта вĕренекенсем яланах тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Ачасен сывлăхне çирĕплетни вĕсен малаллахи пурнăçĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине кунти вĕрентекенсем лайăх ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Шăхаль шкулĕнче спорт енĕпе тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем кашни кунах уроксем хыççăн волейболла выляма юлаççĕ, хĕлле йĕлтĕрпе чупаççĕ. Ю.Григорьев пултаруллă тренер пуçарăвĕпе 2001 çултанпа кунта карате секцийĕ ĕçлет. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ çак секцине хаваспах çÿрет. Шăхаль шкулĕнче вĕренекен ачасем карате енĕпе республика, çĕршыв тата тĕнче шайĕнче пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Шăхаль шкулĕнче çакăн пек пысăк çитĕнÿсем тума пултаракан спортсменсем вĕреннипе шкул ертÿлĕхĕ чăнах та мăнаçланма пултарать.
Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул аякранах курăнса ларать. Икĕ хутлă шкулăн маччи районти ытти шкулсемпе танлаштарсан чылай çÿллĕрех. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кунта косметика юсавĕ тунă, пĕтĕмпех çуса тасатнă. Шкул умĕнче пысăк лаптăкра чечексем лартса тухнă. Эпир пынă чухне çак шкулта вĕренекен ачасем пĕрĕхсе ларакан фонтан тавра кĕшĕлтетеççĕ. Вĕсем чечексене шăварма, йăрансене çум курăкран тасатма килнĕ.
Шкул директорĕ Г.Боредский пире кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Пинер шкулне ачасем çак ялтан тата Вăтакасран вĕренме çÿреççĕ. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма кунта пĕтĕм услови пур. Кашни класрах медиапроектор вырнаçтарнă, сĕтел-пуканĕ те çĕнĕ. Коридорсенче теннисла вылямалли сĕтел, шашкăлла вылямалли ятарлă лаптăк пур. Йĕри-тавра 500 яхăн тĕрлĕ чечек илемĕпе куçа савăнтарать, чÿлмекĕсем çине кашнин çинчен кĕске информаци çырнă. Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнипе çыхăнтарса кунта тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ. Стенасем çинче çак шкулта вĕренекенсен çемйисен, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсен-тăранпа чĕр-чунсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Шкулта хĕр ачасемпе арçын ачасене ал ĕç ăсталăхне вĕрентеççĕ. Технологи класĕсенче 4 çĕвĕ машини, манекен, электроплита, ятарлă станоксем пур. Пысăк спортзал, 96 çын вырнаçмалăх актовăй зал, хальхи технологисемпе тивĕçтернĕ столовăй, медицина кабинечĕ, санитарипе техника пÿлĕмĕсем... Пинер шкулĕнче вĕренекенсем валли мĕн кирли йăлтах пур. Ахальтен мар вĕсем вĕренÿ енĕпе те, спорт енĕпе те яланах çитĕнÿсем тăваççĕ. Палăртса хăвармалла, шкулта радиоçыхăну та ĕçлет, 26 радиоточка вĕренекенсене тата шкул коллективне тĕрлĕ информаципе паллаштарать. 12 видеосăнав камери йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ÿкерсе тăрать. Урок пуçланнипе вĕçленнине пĕлтерекен шăнкăрава автоматизациленĕ. Унсăр пуçне шкул çурчĕ çумĕнчех стадион, теплица, гараж /кунта ачасене илсе çÿреме автобус пур/, котельнăй вырнаçнă. Вĕренекенсем теплицăра пахча-çимĕç, чечек калчисем çитĕнтереççĕ.
Шкул çумĕнче ача-пăча сачĕ ĕçлет. Ачасене икĕ ушкăна уйăрнă. Ашшĕ-амăшĕсем пысăкрах ачасене кунта пилĕк, пĕчĕкреххисене вунă сехете хăварма пултараççĕ. Кăçал Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 79 ача ăс пухĕ, ача сачĕ 30 шăпăрлана йышăнĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, эпир çитсе курнă шкулсенче ачасене лайăх паллăсемпе вĕренме, сывлăха çирĕплетме, тĕрлĕ енчен аталанса, тĕрĕс воспитани илсе пурнăçăн анлă çулĕпе малалла çирĕппĕн утма пĕтĕм услови пур. Районти ытти шкулсенче те çапларах лару-тăру пулнине шанатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕрентекенсене тата ачасене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунмалли кăна юлать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.