АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм çăлкуçĕ - тăрăшса вăй хунинче

19 августа 2017 г.

Ÿсĕм çăлкуçĕ - тăрăшса вăй хунинче

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулталăк вĕçленсен, çур çул иртсен кашнинчех районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, строительство, ялхуçалăх ĕçĕсемпе вĕрентÿ, культура çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Пĕтĕмлетÿ туни малаллахи плансене палăртма, малашлăха çирĕпрех пăхма, тивĕçлĕ йышăнусем тума пулăшать.

Агропромышленность комплексĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă уçă Çырура ялхуçалăх ыйтăвĕ пирки сăмах тапратсан çапла каланă йĕркесем пур: "Санкци йĕрки ялхуçалăхне ăнăçлă аталантарма çĕнĕ майсем туса пачĕ. Çĕр ĕçченĕнсен ырми-канми тăрăшулăхне пула ялхуçалăхĕнчи производство индексĕ, малтанхи кăтартусем тăрăх, пĕлтĕр 103 процентпа танлашнă".

Çапла вара пирĕн районта 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта ялхуçалăх производствин индекс калăпăшĕ 101,3 процентпа танлашнă, ялхуçалăх организацийĕсенче -113,5 процент. Çак цифрăсен хыçĕнче паянхи куна районта ялхуçалăхăн 11 предприятийĕ, хресчен ?фермер% хуçалăхĕ 79 тата уйрăм çын хуçалăхĕсем 10228 тăраççĕ. Пурте вĕсем май килнĕ таран ĕç калăпăшне ÿстерессишĕн тĕрлĕ майсем шыраса лайăх кăтартуллă ĕçлес тесе тăрăшаççĕ. Вырăнти халăха хамăр туса илнĕ таварпа тивĕçтерессишĕн вăй хураççĕ. Унсăр пуçне ялхуçалăх таварĕсене ытти тĕрлĕ çĕре ăсатса укçа-тенкĕллĕ пуласшăн. Çапла вара 2016 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 13,8 процент нумайрах пулнине те палăртма кăмăллă, халĕ вĕсем 1188 пуç.

Кайăк-кĕшĕк йышĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,6 процент нумайтарах /79671 пуç/. Сурăхсемпе качакасене те ытларах тытма пуçланă /34,2 процент/. Шел пулин те ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче аш-какай туса илесси кăштах чакнă /8,9 процент/. Çав хушăрах сĕт туса илесси малалла хăпарни кăмăла çĕклет /30 процент/.

2017 çулта инвестицисене явăçтарса фермăсенчи витесене юсаса çĕнетме тата çĕнĕрен хăпартса лартса мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерме тĕллев лартнă. Çавăн пекех ялхуçалăх таварĕсен калăпăшне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕрен проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Тĕслĕхрен, "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 40 ĕне пăруламалли, 130 пуç мăйракаллă шултра выльăха самăртмалли уйрăма реконструкцилемелле. 2017 çулта В.Иванов "Çемье фермисене аталантарасси" ведомствăлла ятарлă программăпа 10,0 млн тенкĕлĕх грант илнĕ. Унпа ĕçре тĕллевлĕн усă курасшăн. Çавăн пекех район территорийĕнчи "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă обществăра аш-какай туса илес енĕпе тăрăшса 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма туса лартасшăн* "Павлова Е.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма хăпартса лартмалла* "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинче чăх-чĕп тытмалли витене, кайăк-кĕшĕке пусса тирпейлекен тата кăлпасси туса кăларакан цехсене реконструкцилемелле* "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче витнĕ йĕтем тата "Свебрата" тулли мар яваплă обществăра ялхуçалăх техникисене тата 2000 тонна тĕштырă упрамалăх вырăн тумалла* "Николаев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 50 пуç вырнаçмалăх ĕне вити хута ямалла.

2017 çулта районти мĕнпур хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 17633 гектар йышăнаççĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 103,0 процент пулать. Вăрлăхлăх кукурузăна та пĕлтĕрхинчен ытларах акнă /107 процент/. Хĕвелçаврăнăшĕпе сарă пăрăçа /горчица/ пĕлтĕрхипе танлаштарсан нумайрах туса илме палăртнă /135,3 процент/. Çĕрулми кăçал 635 гектар /89 процент/, пахча-çимĕç 34 гектар /87,1 процент/ çинче çитĕнет. Пĕтĕмĕшле илсен кăçал районĕпе 24180 гектар çинче акса-лартса илетпĕр, пĕлтĕрхипе танлаштарсан /102 процент/. Хăмлан тĕп тымарне 26 гектар çинче каснă, çакă планпа палăртнинчен /100 процент/, шпалерне 30 гектар çинче карнă. Тухăçлăха ÿстерес тĕллевпе, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, икĕ хут нумайрах пысăк репродукциллĕ 428 тонна вăрлăх туяннă. Кăçал утă 1013 тонна, сенаж - 2392, силос - 2814, 200 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеме палăртнă.

2018 çул валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 5109 гектар çинче акса хăвармалла ?124 процент%. Халĕ планпа палăртнинчен 1325 гектар çĕр акма хатĕрленĕ /26 процент/. Кăçал ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем кредит майĕпе 55 млн тенкĕлĕх ялхуçалăх техники 17 туяннă.

2017 çул пуçламăшĕ тĕлне районĕпе усă курман 4638 гектар çĕр пулнă, кăçал 1700 гектарне пусăçаврăнăшне кĕртмелле. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 1129 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çĕрпе туллин усă курас тĕллевпех пушă выртакан 228 гектара аукциона тăратнă. Райадминистрацин çĕрпе ĕçлекен специалисчĕсем инвентаризаци ирттерсе 206 гектар усă курман çĕр тупса палăртнă. 2017 çулта 614 гектар ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре арендăна панă. Унсăр пуçне муниципаллă харпăрлăхлă тепĕр 467 гектар çĕре арендăна панă. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 991 гектар çĕре аукциона тăратни çинчен пĕлтернĕ.

Районта хуçисем çук 10110 гектар çĕр çинчи 4438 çĕр участокĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарнă /99 процент/. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хуçисем çук çĕрсене харпăрлăха илсе пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçе вĕçлемелле.

 

Вĕрентÿ

Вăрмар районĕнче 7 ача сачĕ, 12 шкул çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен 22 ушкăнĕ ĕçлет. Ача сачĕсене 3-7 çулхи ачасем 100 проценчĕпех çÿреççĕ. Вĕсене садике 1,5-2 çула çитсен йышăнаççĕ.

Районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 организаци ĕçлет. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе чылай кăтартуллă ĕçсем туса ирттернине вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕн тата вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетеççĕ. 2016-2017 çулсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă учрежденисенче вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытнă выпускниксен калăпăшĕ 98,13 процентпа танлашать.

Районти шкулсенче пĕлÿ пухакан ачасенчен 15-шĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен регион шайĕнчи олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăнă. 3 вĕренекен асăннă олимпиадăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăннă, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан Е.Эверскова, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан Д.Лисицкий экологи предмечĕпе призерсем пулса тăнă. Районти вĕрентÿ организацийĕсенче вăй хуракан 325 педагогран 107-шĕ ?33 процент% аслă категориллĕ, 195-шĕ /60 процент/ пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем.

Районта вĕрентÿ учрежденийĕсен инфратытăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Мăнçырма шкулĕн спортзалĕнче тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама федераллă бюджетран 972 260 тенкĕ, спорт инвентарĕ туянма республика бюджетĕнчен 97 225,81 тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех "2012-2020 çулсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ" ЧР патшалăх программипе килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кĕçĕн классен çуртĕнче иккĕмĕш тапхăр юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă /11 миллион тенкĕ/.

2017 çулхи пĕрремĕш çурçуллăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлекен педагогсен шалăвĕ вăтамран 24819 тенкĕпе /отпуск укçине шутласан/, шкул умĕнхи вĕрентÿ организацийĕсен ĕçченĕсен 20211 тенкĕпе /отпуск укçине шутласан/, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче вăй хуракансен 15932 тенкĕпе /отпуск укçине шутласан/ танлашнă.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче шкул çулĕнчи 163 ача, çамрăк армеецсен лагерĕнче 286 вĕренекен каннă. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 учреждени çумĕнче уçăлнă лагерьсенче 145 ача сывлăхне çирĕплетнĕ.

2017 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра районта 119 ача çуралнă /2016 çулхи çак тапхăрта - 127 ача/, 150 çын вилнĕ /пĕлтĕрхипе танлаштарсан 25 çын сахалрах/. 43 çĕнĕ çемье чăмăртаннă /2016 çулхи çак тапхăрта - 36 çемье/, 24 мăшăр уйрăлнă /2016 çулта - 21 мăшăр/.

 

Промышленноç производстви, пĕрлештернĕ бюджет

Организацисен таварçаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,9 процент /393,9 миллион тенкĕпе танлашнă/, суту-илÿпе ĕçлекен пысăк предприятисен ваккăн тавар сутасси 9,8 процент /243,7 миллион тенкĕпе танлашнă/, вăтам ĕç укçи 10,6 процент /18623 тенкĕпе танлашнă/ ÿснĕ.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайĕ 199 миллион тенкĕлĕх пурнăçланнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 110,4 процент. Çулталăклăха палăртнинчен шутласан 46,9 процент пурнăçланнă.

Харпăр хăй тупăшсен пайĕ пĕрлештернĕ бюджетра 20 процентпа танлашнă, 39 миллион тенкĕлĕх кĕнĕ, пĕлтĕрхинчен 1,1 процент нумайрах.

Районти пĕрлештернĕ бюджета кĕрекен тупăшсене йĕркелекен тĕп пайĕ уйрăм çынсен налукĕсем, вĕсенчен кĕрекен тупăш 4,9 процент ÿснĕ. Налукпа çыхăнман тупăшсем 18,4 процент ÿснĕ.

Вак предпринимательлĕх субьекчĕсенчен пур шайри бюджетсене куçакан налуксен пайĕ 17,5 процентпа танлашнă, е иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 0,6 процент ÿснĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕхре икĕ пин ытла çын вăй хурать. Кăçалхи çур çулта районти вак тата вăтам предприятисем 59,6 миллион тенкĕлĕх инвестицисем хывнă, хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцие тиесе ăсатакан калăпăшĕ тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси 266 миллионпа танлашнă, 86 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. "Нефть-Трэвел" тулли мар яваплă обществăн газ ямалли станци уçăлнă. "Тавар туса кăларакан производство", "Электроэнергипе, çутçанталăк газĕпе тата шывпа тивĕçтересси" ĕçсен тĕсĕсемпе халăха 35 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Вак предпринимательлĕх субьекчĕсен шутне кĕмен ваккăн сутакан организацисен таварçаврăнăшĕ 9,8 процент ÿснĕ, 244 миллион тенкĕпе танлашнă.

Район территорийĕнчи потребительсен рынокĕнче ваккăн тавар сутассипе 209 объект ĕçлет.

 

 

Строительство ĕçĕ-хĕлĕ

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта çак сферăра пĕтĕмĕшле 131 миллион тенкĕпе усă курнă.

"Урмары-Старые Урмары", "Аниш-Анаткасы-Кульгеши", "Урмары-Тегешево-Большие Кайбицы", "Аниш-Чубаево-Шоркистры", "Аниш-Б.Чаки-Ичеснер-Атаево" автомашинăпа çÿремелли çулсен участокĕсене юсанă. Шăхаль тата Тикаш ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсен чиккисенчи автоçулсен строительствине пуçланă. Чупай тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсен чиккисенчи çулсен строительстви вĕçленсе пырать.

2017 çулхи тĕллевсем - Чупай, Кĕлкеш, Тикаш, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи автоçулсен строительствине вĕçлесси. Çакăн валли пур условисем те пур.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 4 çамрăк çемье "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче 3,084 миллион тенкĕлĕх пурăнмалли условисене лайăхлатнă.

ЧР ялхуçалăх министерстви пулăшнипе "2014-2017 çулсенчи тата планпа палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрти яллă территорисен çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пĕр гражданина тата яллă вырăнта пурăнакан тепĕр 3 çамрăк специалиста 3 миллион ытла тенкĕлĕх свидетельствăсем панă.

2017 çулхи 6 уйăхра пирĕн районта тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса 1074 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă.

Чăваш Республикин территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермелли ятарлă прогаммăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 5 çурта /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 6,9 пин тăваткал метр/ юсама 6 миллион тенкĕлĕх юсама палăртнă.

Строительствăри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри - Энĕшпуçĕнчи Культура çурчĕн строительствине вĕçлени. Çĕнĕ Культура çуртĕнче 150 çын вырнаçмалăх курав залĕ, гардеробнăй, гримернăй, кружок ĕçне ирттермелли пÿлĕм, библиотека, санитарипе техника пÿлĕмĕсем пур. 2017 çулта ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерстви ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене тата вĕсен ĕçченĕсене суйлассипе ирттернĕ конкурсра Кĕтеснерти Культура çурчĕн заведующийĕ Алексей Гурьевич Скворцов "Культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире çĕнтернĕ. А.Гурьева 75 пин тенкĕлĕх преми тивĕçнĕ. Шăплатри ял библиотеки "Чи лайăх муниципаллă ял библиотеки" номинацире çĕнтернĕ, 150 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе халăха кÿрекен библиотека пулăшăвне лайăхлатмашкăн компьютер техникин паркне, сĕтел-пукана çĕнетнĕ.

Палăртса хăвармалла, культура учрежденийĕсен 38 процентне паян тĕп юсав кирлĕ. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта Пысăк Енккассинчи культура çуртне 1,2 миллион тенкĕлĕх юсама, Кивĕ Вăрмарти Культура çуртне модернизацилеме палăртнă.

Харпăрлăха çĕр участокĕсем илес текен нумай ачаллă 165 çемье черете тăнă, вĕсенчен 88 çемьене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерĕ, 77-шĕ учетра тăраççĕ. Кăçал çак 77 çемьене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерме палăртнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.КРАСНОВА, райадминистрацин пуcлaхeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика