АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ вăхăтра штурвалсем çирĕп алăра

19 августа 2017 г.

Хĕрÿ вăхăтра штурвалсем çирĕп алăра

Виçĕ-тăватă кун çумăр çуманни çĕр ĕçченĕ умне чылай ĕç кăларса тăратрĕ: ĕççине хутшăнакан пур техника та уя тухрĕ, хир "карапĕсем" пĕрин хыççăн тепри кăштах кушăрханă ана çине çитсе ĕçе тытăнчĕç. Çĕр ĕçченĕ кашни самантпа туллин усă курас тесе хĕвĕшет. Ирхи сывлăм типнĕ-типмен комбайнерсем ĕçе пикенеççĕ.

"Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ вырмана тухнине пĕлсен унта çул тытрăмăр. Виççĕмĕш кун çурхи пĕрчĕллĕ культурисен ани çинче урпана тÿрремĕнех вырса-çапса кĕртеççĕ. Хуçалăхра вăл 450 гектар çинче çитĕнет. Уй-хиртен кĕрсе пыракан тырра çÿп-çапран алласа тасатсах пыраççĕ. Ку ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш сменăрисем 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен тăрăшаççĕ, иккĕмĕш сменăсем - 16 сехетрен пуçласа 21 сехетчен. Эпир пынă кун тĕштырăна А.Пугачева, Ф.Петрова, О.Александрова, А.Илларионов алласа сортлатчĕç. Сортировкине М.Иванов слесарь-электрик пăхса йĕркелесе тăрать. Маларахри кунсенче вырнисен нÿрĕклĕхĕ 20 процента та çитет. Хуçалăхра типĕтмелли агрегат çуккине кура арккăллă складăн алăкĕсене икĕ енчен те уçса хунă, тырăна вырăнтан вырăна хускатсах тăраççĕ, сортировка витĕр кăларни те нÿрĕклĕхе кăштах та пулин чакарни пирки калаçрĕç рабочисем.

"Вырма каярах юлнине пула нумай ĕçе пĕр харăс пурнăçлама тивет. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене те пухса кĕртмелле, çĕр улми те кăлармалла, çĕртме те хатĕрлемелле. Кĕскен каласан мĕн çитĕнтернине кар тăрса пухса кĕртсе упрама хумалла, хамăртан ытлашшине сутса укçа-тенкĕллĕ те пулмалла", - тет хуçалăх пуçлăхĕн заместителĕ В.Ямуков. Хĕрÿ вăхăтра пĕр канăç та çук ĕнтĕ. Тин çеç машинăпа трактор паркĕнчечччĕ вăл, эпир урпа ани çине çитнĕ çĕре - унта. Сывлăм типнĕ хыççăнах хуçалăхри тăватă комбайн урпана вырма пуçланăччĕ, тыррине йĕтем çине турттарма тесе техникисем те çитсе тăнăччĕ. Анчах Валерий Николаевич вĕсене вырма чарчĕ, мĕншĕн тесен урпан участокĕ айлăмра вырнаçнăран тĕллĕн-тĕллĕн симĕс курăнать тата нÿрлĕрех те. Çĕр çынни вара çакна лайăх ăнланать. "Суйласа кăна вырма лекет, пиçсе çитмен тырра йĕтем çине кĕртсе хуни усăсăр ĕç кăна",- тет В.Ямуков. Пур техника та урăх ана çине куçрĕ.

М.Краснов, Г.Виноградов, Ю.Власов, В.Васильев трактористсемпе Н.Васильев автомашина водителĕ хăйсене çирĕплетсе панă техникисене яланах юсавлă тытаççĕ. В.Ванюковпа С.Ванюков ашшĕпе ывăлĕ "АГРОС" комбайн штурвалĕ умĕнче. В.Степанов, С.Иванов, В.Сорокин комбайнерсем те хир "карапĕсене" пĕрремĕш çул çеç илсе тухмаççĕ хире, ĕçри опычĕсем пуян.

"Кĕрхи çанталăка мĕн авалтан кĕтĕк ăслă тенĕ, апла пулсан кашни уяр кун шутра. Пирĕн вара пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕрмелле", - теççĕ механизаторсем. Ĕçлекене хисеп тенĕ пек ку хуçалăхра вăй хуракансене кирлĕ пек хавхалантарма та пĕлеççĕ. Кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, укçине те ĕçленине кура вăхăтра тÿлеççĕ. Кама кирлĕ утă-улăмне те илме пулать.

"Ĕçлеме ÿркенменнисемпе пур ĕç те ăнăçать. Тĕрлĕ техника рулĕ умĕнче ларакансем те, ытти рабочисем те хастар. Çавна май ĕççине те йĕркеллех ирттеретпĕр тесе шансах тăратпăр", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков. Апла пулсан ăнăçу вĕсене.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика