АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа ĕç те ăнăçать

16 августа 2017 г.

Кĕçех ачасен çуллахи каникулĕ вĕçленет те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисемпе пĕрле ача садне çÿрекенсем те кăштах канса илеççĕ. Мĕншĕн тесен çак вăхăтра шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пурнăçра тахçантанпах çирĕп йăлана кĕнĕ йĕрке ĕнтĕ çакă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пурин те çĕнĕлле пуçлас килет-çке: таса, çутă, тин сăрланă сăрă шăрши...

Тирпей-илем ĕçĕсене туса пĕтерсен, август уйăхĕнче, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесе йышăнакан комисси ĕçлет. Акă иртнĕ кунсенче çак ятарлă комисси Кавалти ача-пăча садне те çитрĕ. Чылайччен курса-пăхса çÿрерĕç те ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕррине палăртрĕç. Кĕске вăхăтрах Кавалти садикре питĕ нумай юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр: пÿлĕмсенче, коридорта, апат пĕçермелли тата япала çумалли пÿлĕмсенче тÿписене шуратнă, стенисемпе чÿрече рамисене хитре сăрăсемпе сăрласа илемлетнĕ, ăшă паракан пăрăхĕсене те сăрласа çĕнетнĕ. Садик тăррине те вырăн-вырăнпа юсанă тата ытти те. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче комисси членĕсене уйрăмах ачасене урамра вылямалли вырăн килĕшни палăрчĕ. Мĕншĕн тесен кунта вылямалли тĕрлĕрен хитре япаласем туса лартнă. Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн: хитре лаши, шурă хурсем, поезд, самолет, трактор тата ытти те. Чаплă та шурă кăмака ачасене лартса юмах тĕнчине халь-халь çул тытас пек ларать. Тĕрлĕрен вылямалли хатĕрсем ачасене кăна мар, аслисене те хăйсем патне илĕртеççĕ, çаврăнса пăхмасăр, чарăнса тăмасăр иртсе те каяймăн. Йĕри-тавра чечексемпе чей курăкĕсем те вырăн тупнă. Пысăк юсав ĕçĕсем укçа-тенкĕсĕр, вăй хумасăр пулманни паллă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене туса ирттерме ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пуçарăвĕпе питех те нумай пулăшни кавалсенче туслăх туйăмĕ аталанса пынине палăртать. Чăвашăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине - нимене - халĕ те тытса пырса кĕске вăхăтра ача садне тирпей-илем кĕртме пулăшрĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Ача садeнче ecлекенсен ячeпе Т.ГРИГОРЬЕВА воспитательница.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика