АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксенче пирĕн пуласлăх тата шанчăк

16 августа 2017 г.

Çамрăксенче пирĕн пуласлăх тата шанчăк

Юлашки çулсенче шкулсенче кадет класĕсем уçса ачасене çарпа патриотизм туйăмне хăнăхтарни питĕ тĕрĕс çул-йĕр тесе шутлатăп. Унта кадет енĕпе кăна аталантармаççĕ, ачасен спортри ăсталăхĕ те палăрать.

1968-1973 çулсенче эпĕ ачасене шкулта çар урокĕсене вĕрентнĕ май çакă маншăн питех те çывăх. Ачасене пĕчĕкренех çирĕп шухăш-кăмăллă, анлă тавракурăмлă, ăслă пулма, спорта юратма туптаса çитерсен кăна обществăна юрăхлă çынсем пулса çитĕнĕç. Кадет класĕнчен вĕренсе тухнă ачасен пуласлăхĕ ăнăçуллă пулĕ тесе шутлатăп.

Чăваш Республикин Правительствинче ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ енлĕ çул-йĕр шыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри тĕп хулара чылайранпа Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕ ĕçлет. Унăн çурчĕ кивелнине кура халĕ Эгер бульварĕнче кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне хăпартма пуçласшăн. Иртнĕ кунсенче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич Шупашкара ĕçлĕ çул çÿревпе килсен кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне тума капсула хунă савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă. Вăл каланă тăрăх, çакă федерацин Атăлçи округĕнче 6-мĕш кадет шкулĕ пулать. Кунта вĕренме республикăри ачасене кăна мар, ытти регионсенчен те 5-мĕш класран пуçласа вĕренме илеççĕ. Ку питĕ лайăх. Пирĕн районти Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти кадет класĕнче ăс пухакансем ырă енĕпе палăрма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Районта, республикăра, Раççейре иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса призлă вырăнсене те çĕнсе илме пултарнă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та кадет класĕ пур. Вĕсем шкулти ытти ачасенчен пултарулăхĕпе, вĕренеслĕхĕпе чылай уйрăлса тăраççĕ. Ачасем пур енчен те ĕлкĕрсе пыччăр тата пурнăçри ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр тесен, ман шутпа, хальлĕхе вĕсемпе чылай ĕçлемелле-ха. Çамрăксенче пирĕн пуласлăх, вĕсем пирĕн шанчăк. Ăнăçу вĕсене!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Я.ЗАЙЦЕВ, педагогика eceн ветеранe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика