12 августа 2017 г.
"Çветтуй Пантелеймонран мĕн авалтанпах çыннăн ÿчĕпе чунри йывăрлăха сирме ыйтаççĕ, çавăн пекех тĕрлĕ чирсенчен сыватакан тесе хисеплеççĕ. Нумай асапсем тÿссе вилнĕ Çветтуй Пантелеймонран чир-чĕре кăна сирме ыйтмаççĕ, халĕ пур сывлăха упрама та тархаслаççĕ. Çын сывлăхне хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекенсем те унран пулăшу, вăй-хăват ыйтаççĕ. Эпир те хамăр кĕлĕпе Çветтуй Пантелеймона чунтанах хисепленине палăртса Хĕреслĕ çула тухатпăр", - терĕ Владимир атте Хĕреслĕ çула тухас умĕн Турра ĕненекенсене пил парса.
Михаил Архистратиг тата Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир Байгушевпа Мария матушка йĕркеленипе кашни çулах Çветтуй Пантелеймон кунĕ Турра ĕненекенсем Хĕреслĕ çула тухаççĕ. Августăн 9-мĕшĕнче ирхине ирех Чулкасри чиркĕве халăх пухăнса Çветтуй Пантелеймон Турăшне /иконне/, хĕрессемпе хоругвисем çĕклесе Вăрмарти Архистратиг чиркĕвне çул тытрĕç. Вĕсем çул çинче нумай асапсем тÿссе вилнĕ Çветтуй Пантелеймонран чунтанах сывлăх ыйтса юрласа пычĕç. Çак кун чылай çулсем ĕнтĕ Хĕреслĕ çула тухнине çынсем пĕлнĕрен-ши, вĕсем килессе таçтанах кĕтсе тăчĕç. Çынсем çул çине чĕркуçленсе ларса сывлăх ыйтрĕç, вĕсен пуçĕсем çийĕн Хĕреслĕ çула тухнисем Çветтуй Пантелеймон Турăшне çĕклесе иртрĕç. Çанталăкĕ уяр та хĕвеллĕ пулнăран та пулĕ чылайăшĕ пĕчĕк ачисемпе тухнă, йывăртарах утакансемпе ватăсем те, çамрăксем те пулчĕç. Çапла пулмасăр, сывлăх вăл пурнăçра чи хакли, вăл вара Турă пиллĕхĕпе татах та çирĕпленнине ĕненеççĕ Православи тĕнне тытса пыракансем. Ахальтен мар ĕнтĕ Владимир атте чиркÿре кашни кĕлĕ ирттермессеренех пурне те "Турă пиллĕхĕпе сывлăхлă çÿрĕр...", - тет. Халĕ те вăл Хĕреслĕ çула хутшăннисене пил парса ырă сунчĕ. Михаил Архистратиг чиркĕвне çитсен çак чиркÿ йĕри-тавра хĕреслĕ çулпа çаврăннă хыççăн пур халăхшăн та сывлăх ыйтса кĕлĕ пулчĕ. Çакăн пек ырă йăла-йĕркене кашни çулах тытса пынăшăн Владимир аттепе Мария матушкăна Турра ĕненекенсем чĕререн тав тăваççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.