12 августа 2017 г.
Спорт тата сывă пурнăç йĕрки пирĕн общество ырлăхĕн никĕсĕсем пулса тăраççĕ, çавна май вăл патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ халăха физкультурăпа тата спортпа тăтăшах хутшăнтарас енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсен пĕрремĕш теçеткине кĕрет. Çакăнта пирĕн район спортсменĕсен те пĕр пĕчĕк тÿпи пуррине палăртас килет. Республикăра, çав шутра пирĕн районта пурăнакансем спортпа туслашма яланах хатĕр.
Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери ăмăртусене йĕркелесе ирттерни пире ĕçре çав тери хавхалантарса пырать. Çакă пире спорт çине пысăк тимлĕх уйăрма хистет. Çынсем физкультурăпа тата массăллă спортпа кăсăкланччăр тесен пирĕн тĕрлĕрен мероприятисем ытларах ирттермелле. Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнма тăрăшни питĕ лайăх. Хĕллехи вăхăтра ытларах йĕлтĕрпе чупса тата шывра ишсе ăмăртаççĕ. Волейболла вылясси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсемшĕн йĕлтĕр эстафети те массăлăхпа палăрса тăрать. Çавăн пекех кашни çул иртекен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупăва та çынсем хаваспах хутшăнаççĕ. "Тегешевский" хуçалăхăн пĕрремĕш директорне Г.Чернова халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ те кашни çулах иртет. Хĕллехи вăхăтра "Илем" физкультурăпа спорт комплексĕн çурчĕ çумĕнчи хоккей площадкинче тăтăшах хоккей вăййисем иртеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионта "Пирĕн ĕмĕтри пăр" пăр çинче конькипе ярăнассипе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан 19 вĕренекен хутшăннă. Вĕсенчен А.Михайлов, Э.Григорьева, В.Васильев малтисен ретне кĕме пултарнă. Районти велосипедистсен тата шывра ишсе ăмăртакан спортсменсен пултарулăхне те палăртса хăварма кăмăллă. Вĕсем республикăра кăна мар, Раççей тата тĕнче шайĕнче ирттерекен ăмăртусенче те малтисен ретĕнче. Çăмăл атлетика, самбо, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, карате енĕпе, шывра ишесси тата ытти те спортпа туслисен хушшинче анлă сарăлнă. 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче самбо енĕпе кĕрешсе республикăри ХХVI турнирта А.Захарова, Н.Анилина, Н.Кириллова, Н.Сергеева, Д.Орлов çĕнтерÿçĕ-призерсен йышне кĕнĕ. Хамăр республикăрах иртнĕ Чăваш Республикин чемпионатĕнче самбо енĕпех кĕрешсе В.Егоровпа Д.Михайлов пысăк çитĕнÿсем тунă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн Шупашкарта 2000-2001 çулта çуралнисем хушшинче Е.Орлов 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2004-2006 çулсенче çуралнă самбистсем хушшинче Шупашкарта самбо енĕпе мала тухаса палăрнă. Шывра ишессипе О.Ивановăпа И.Голубев Раççей спорт мастерĕсем пулса тăнă. Дзюдо енĕпе кĕрешсе Д.Орлов, Н.Кириллов тата А.Сергеев тăтăшах призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. С.Петров карате енĕпе мала тухассишĕн тĕнче шайĕнче ăмăртса пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Велосипедпа Раççей тата тĕнче шайĕнче мала тухассишĕн ăмăртса Р.Боредский, Раççей шайĕнче мала тухассишĕн ăмăртса Н.Иванов, А.Горшков велосипедистсем /ÿкерчĕк çинче/ пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Республикинче иртнĕ ăмăртусенче Д.Карпов, А.Николаев çĕнтерÿçĕ-призерсен ретне кĕнĕ. Мини-футбол енĕпе наци чемпионачĕн аслă дивизионне Вăрмар поселокĕнчи "Дина" команда кĕнĕ. Эпир хамăрăн чапа тухнă ентеш-спортсменсемпе те чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Тĕслĕхрен, ХIХ Олимп вăййисен чемпионĕ В.Соколов боксер, пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕ Н.Пуклаков, ХХVIII тата ХХIХ Олимп вăййисене хутшăннă С.Захарова, çăмăл атлетсем ХХVII тата ХХIХ Олимп вăййисен участникĕ С.Иванов велосипедист, Пекинри ХХIХ Олимп вăййисене хутшăннă Т.Архипова çăмăл атлет, вăл 2012 çулта Лондонра иртнĕ Олимп вăййинчен бронза медальпе килни те пире савăнтарать, В.Андреева велосипедист çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.АРХИПОВ, Вaрмарти спорт шкулeн директорe.