12 августа 2017 г.
Иртнĕ кунсенче райадминистрацин ларусен залĕнче районти ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсен руководителĕсен АПК аталанăвĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи тата Вăрмар районне чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнипе çыхăннă ĕçсене сÿтсе явассипе канашлу иртнĕ.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов ертсе пынă.
"ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи июль уйăхĕн 28-мĕшĕнчен Чăваш Республикин территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ. Çак кун Елчĕк районĕнче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ тата ЧР ялхуçалăх министерствин анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта Вăрмар район делегацийĕ те хутшăннă пулнă. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен Вăрмар район администрацийĕн 614 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн район территорийĕнче те чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, районта сиен тÿснĕ хуçалăхсенче тăкак 40 миллион ытла тенкĕпе танлашать. ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов кунсеренех ирхине 6.30 сехетре актуаллă ыйтусене сÿтсе явассипе видеоконференци ирттерет. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче пĕр-пĕрне ăнланса, техника тĕлĕшĕнчен пулăшса ĕçлемелле пултăрччĕ. Çанталăкĕ кăна тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртме патăрччĕ", - терĕ Н.Павлов.
Районти АПК аталанăвĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвĕпе тата Вăрмар районне чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнипе çыхăннă кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи тĕллевĕсем пирки райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тухса калаçнă. 2017 çулта районти ялхуçалăх предприятийĕсем 55 миллион та 123 тенкĕлĕх 17 ялхуçалăх техники туяннă. Кĕрхи культурăсене 5109 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Кăçал 428 тонна элита вăрлăх туяннă.
Николай Михайлович ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен руководителĕсене десикантсемпе /пестицидсемпе/ усă курма сĕннĕ. Çавăн пекех кÿршĕллĕ хуçалăхсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулса пулăшмалли çинчен каларĕ.
Ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсене 2017 çулта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли енĕсем пирки ЧР ялхуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Егорова каласа панă. Вăл харăсах Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи хуçалăхсемпе ĕçлет. Кăçалхи август уйăхĕнче патшалăх пулăшăвне илмелли йĕрке малтанхи пекех пулать. Сентябрь уйăхĕнчен вара улшăнусем вăя кĕреççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен руководителĕсене вăл кирек епле ыйту пулсан та хăйĕнпе куçа-куçăн е телефон урлă шăнкăравласа çыхăнмаллине каларĕ. Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти директорĕ В.Александров хăйсем патĕнче çĕнĕ тухăçа йышăнма, ăна упрама хатĕрри пирки каласа пачĕ. Вăрмарти тырă йышăнакан предприятире талăкне 80-90 тонна тырă типĕтме пулать. Лайăх çанталăкра тырă ытларах типĕтсе ĕлкĕрес тĕллевпе рабочисен ĕç кунĕ те тăсăлать. Пĕтĕмĕшле 8 пин тонна таранччен тырă йышăнма пултараççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн Вăрмар районĕнчи надзор тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн начальникĕ Д.Григорьев вырма ĕçĕсем вăхăтĕнче пăхăнмалли пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарнă. /Вĕсене хаçатăн 5-мĕш страницинче вырăсла пичетленĕ/.
"Компьютер сечĕсем" тулли мар яваплă общество директорĕ Н.Арланов ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлне шута илессине автоматизацилемелли пирки каласа пачĕ.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцин начальникĕ В.Александров вырма ĕçĕсем пуçланиччен складсене дезинфекцилемелли çинчен чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çанталăк условийĕсенче тыр-пула сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсем вăйлă ĕрчеççĕ, вĕсенчен май килнĕ таран сыхланмалла. Çавăн пекех ветслужба начальникĕ аякран ăратлă мăйракаллă шултра выльăх туянса килекенсене малтанах ветеринари специалисчĕсемпе çыхăнса канашламалли пирки асăрхаттарнă. Нумай пулмасть сывă мар выльăх-чĕрлĕх туянса килнине кура районти пĕр хуçалăхра йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çавăнпа та чирлĕ выльăх турттарса килессинчен сыхланма малтан районти ветслужбăна пĕлтермелле. Н.Павлов канашлăва пĕтĕмлетнĕ май малашне ялхуçалăхĕпе çыхăннă йывăрлăхсене, ыйтусене чăннипех те тухăçлă татса парас тĕллевпе ялхуçалăх тытăмĕнчи ĕçченсемпе уя тухса çÿремелли пирки каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.