АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ М.Бабич Канаш хулине çитсе курнă

12 августа 2017 г.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ М.Бабич Канаш хулине çитсе курнă

Иртнĕ кунсенче РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич тата ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри монохуласенчен пĕрне - Канаша çитсе килнĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин приоритечĕ - монохуласене комплекслă аталантарасси.

"Монохуласене комплекслă аталантарас" проектпа килĕшÿллĕн Канашра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе комплекслă проектсем пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. "Тирпей-илем патне пилĕк утăм тăвас" ятлă проект ĕçĕ пуçланнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ М.Бабич тата ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев çак кун "Промтрактор-Вагон" предприятине, гемодиализ центрне, "Локомотив" стадиона, Ильич урамĕнчи автомашина çулĕсене пăхса çаврăннă, строительство ĕçĕсен пахалăхне хакланă.

"Промтрактор-Вагон" АХО заводăн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Муханов производство ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă, калăпланса тухакан тĕрлĕ таварсем пирки каласа хăварнă. Предприяти вагонсем валли тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларать. Сахал мар пысăк калăпăшлă таварсем предприятисемпе организацисенче усă курăнаççĕ. Михаил Бабича çĕнĕ вагонсене кăтартнă. Ертÿçĕсем заводăн экономика аталанăвне тĕплĕн сÿтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсем çинчен сăмахланă. Кирек епле йывăрлăх пулсан та завод пысăк профессионалсене упраса хăварнă, халăх кăмăлпах ĕçлет, заводăн бази çирĕп пулни те куçкĕретех.

Сумлă ертÿçĕсем Ильич урамĕнчи автомашина çулне тишкернĕ. ЧР çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ В.Иванов асăннă лаптăка "Рэмисс" ТМЯО тĕпрен юсаса сарнине пĕлтернĕ. Объекта август уйăхĕнче тĕпрен вĕçлеме тĕллев лартнине те каланă. РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хулара çулсене тирпейлесе сарма бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе кăсăкланнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта Канашăн çул-йĕр строительствин ĕçне пурнăçлама 306,7 млн уйăрнине асăннă.

Канашри тепĕр паллă объект "Локомотив" стадион. Кăçал çак объекта реконструкциленĕ. Строительство ĕçне пурнăçлама пурĕ 19,3 млн тенкĕ тăкакланă.

Укçана федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен куçарнă. 2018-2020-мĕш çулсенче стадионра çăмăл атлетикăна аталантарма ятарлă çулсем хатĕрлеме тĕллев лартнă. Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 10 млн патнелле куçарма тĕллев лартаççĕ.

Муниципалитетра тепĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк объект хута кайнă - диализ центрĕ. Инвестор çак объектăн строительство ĕçне 57 млн тăкакланă.

М.Бабич тата М.Игнатьев центр ĕçĕпе паллашнă, тĕрлĕ условисене пăхса çаврăннă, ĕçлекенсемпе тата кунта сипленме килнисемпе тĕл пулса калаçнă. Центрта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ 15 аппарат вырнаçтарнă. Пÿре чирĕ вăраха кайнисене кунта сипленме кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине чаплă хăнасем курса ĕненнĕ.

Канаша юнашарти районсемпе хуласенче пурăнакансем те килме пултараççĕ. М.Бабич Канаш хулине комплекслă аталантарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă. Чи пахи - халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ лайăхланни тесе çирĕплетнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика