АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çурчĕ уçăлчĕ

12 августа 2017 г.

Культура çурчĕ уçăлчĕ

Энĕшпуç ял халăхĕшĕн кăçалхи август уйăхĕн 9-мĕшĕ нумайлăха асра юлĕ. Ялта чылайранпах кĕтнĕ çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче тума пуçланă строительство объекчĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ.

Савăнăçлă мероприятие ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Дентамед" стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов, "Урмарская" КСО" акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ А.Петров, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, "Акконд-агро" руководителĕ В.Филимонов, çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ С.Захарова, Вăрмар районĕн, Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Нягин, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, райадминистраци ĕçченĕсем, Энĕшпуç ял тăрăхĕн йышлă çыннисемпе хăнисем пуçтарăнчĕç. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ çĕре ял центрĕнче - çĕнĕ культура çурчĕ умĕнче калама çук нумай çын пухăнчĕ. Пурне те вĕсене çĕнĕ йышши культура вучахĕ уçăлнипе çыхăннă савăнăçлă, хавхалануллă кăмăл-туйăм пĕрлештерчĕ. Хăйсен ялĕпе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе халĕ тата та ытларах мухтанма пултараççĕ вĕсем.

ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрне К.Яковлева Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Еник" фольклор ушкăнĕ савăнăçлă юррисемпе кĕтсе илчĕ. Сăмах май, çĕнĕ Культура çурчĕн сцени çине чи малтан тухса юрлакансем те çак ушкăна çÿрекенсемех пулчĕç.

Яваплă çынсем çĕнĕ çурт умĕнче саламлă сăмахсем каларĕç, культура ĕçченĕсене пултарулăхра ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем тума, ял халăхне усăллă канупа савăнтарма сунчĕç. Малашне республика, район шайĕнчи мероприятисене çĕнĕ культура çуртĕнче ирттересси çинчен, ялта юмахри пек капмар çурт çĕкленсе ларнă ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов ячĕсемпе нумай тав сăмахĕсем каларĕç.

Район пуçлăхĕ М.Пуклаков ял халăхне паллă пулăмпа саламланă май çакăн йышши культура çурчĕ пирĕн районта пĕрремĕш, республикăра та виççĕмĕш кăна пулнине каларĕ, çĕнĕ çуртра тухăçлă канма, ялти демографи лару-тăрăвне лайăхлатма сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов та ял-йыша çĕнĕ культура вучахĕнче усăллă кану йĕркелемелли пирки ăнлантарчĕ, "Урмарская" КСО" АХО генеральнăй директорне А.Петрова, кунти каменщике В.Романова район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Культура министрĕ Константин Геннадьевич Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова культура аталанăвне тÿпе хывнăшăн ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвне парса чысларĕ, тепĕр килнĕ çĕре Культура çурчĕ çумĕнче хăйĕн фольклор коллективĕ пулмаллине каларĕ, ун чухне вара паянхи йышши çĕнĕ аппаратурăпа савăнтарасси çинчен пĕлтерчĕ.

Уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин Вăрмар районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президентне В.Нягина ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пачĕ. "Акконд-агро" руководителĕ В.Филимонов Культура çурчĕ валли сасă çыртаракан аппаратура туянмалли сертификат парса хавхалантарчĕ. "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ А.Петров Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова çăра уççи символне парнелерĕ.

Ял-йыш ятĕнчен тав сăмахĕсемпе паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков тухса калаçрĕ, ялти культура аталанăвĕн историйĕпе, пĕтĕмĕшле Энĕшпуç ялĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă çĕре яваплă çынсем ялти активлă хĕр ачасене хутшăнтарчĕç. Культура çуртĕнче фойере ялти ал ĕç ăстисен куравне хатĕрленĕ. Ял библиотеки те çĕнĕ çуртра вырнаçнă халĕ. Ал ĕç ăстисен кружокĕ те ĕçлет кунта. Çĕнĕ Культура çурчĕн залĕ лăк тулли халăхпа тулчĕ.Залра пухăннисем валли чаплă концерт пулчĕ.

Чылайччен çынсем çĕнĕ çурт умĕнчен хăпса каяймарĕç. Культура çуртĕнче пулман район çыннисен çывăх вăхăтра кунта килсе курма сăлтав тупăнасса шанатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика