АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич пулнă

12 августа 2017 г.

Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич пулнă

Çак кунсенче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш Ен кадетсен корпусĕнче пулнă. Мероприятине унпа пĕрле ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.

Хăнасем савăнăçлă лару-тăрура Эгер бульварĕнчи кадетсен çĕнĕ комплексĕн никĕсне капсул хунă. Ертÿçĕсем кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Михаил Бабич кивĕ çуртра кадетсене аталанса пыма çав тери хĕсĕк пулнине палăртнă. Объектра пурлăхпа техника бази те тахçанах кивелсе çитнине асăннă.

Асăннă кадет корпусне Сызраньти сывлăш çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç. Кадет корпусĕн кивĕ çурчĕ те юлĕ, унта патриот воспитанийĕ паракан центр, е юнгăсен шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна аталантармĕ, спортри, пултарулăхри ăсталăхĕсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшĕ.

"Çулталăк кăна иртĕ, çак асăннă вырăнта пысăк комплекс хута кайĕ. Объектра пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техника хатĕрĕсене вырнаçтарма тĕллев лартнă. Вĕренÿ учрежденийĕ ачасене тарăн пĕлÿ парассине шансах тăратпăр. Ачасем çак шкултан вĕренсе тухсан, аслă шкулсене малалла пĕлÿ пухма çул тытассине те ĕненетпĕр. Çĕнĕ йышши çак пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсем кайран çар енĕпе хатĕрлекен аслă шкулсене, чи чаплă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрĕç", - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич. Вăл çакăн пек пысăк йышăнăва тума хутшăннисене пурне те тав сăмахĕсем каланă. Строительство ĕçне тытăннисене, ашшĕ-амăшĕсене, пуçаруллă мĕнпур халăха ырласа хăварнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика