09 августа 2017 г.
Кирек ăçта ÿсекен йывăç та - картишĕнче-и вăл, садра, паркра е урăх çĕрте - пурпĕр хăçан та пулин е çуртсемшĕн, е çынсемшĕн, е чĕрчунсемшĕн, е транспортшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Çакă йывăç ватă пулнипе, ăна ятарласа пăхса тăманнипе, ÿсен-тăрансем хушшинчи тĕрлĕ чир-чĕрпе çыхăннă. Йывăç турачĕсем çуртсен çивиттийĕсем çинченех çакăнса е электричество пралукĕсем çине лексе тăрсан вара инкек пуласса кĕтсе тăмалла мар - çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Раççей перекет банкĕн Вăрмар поселокĕнчи хушма офисĕ умĕнчи ĕмĕрхи тирексене район çыннисем пурте курнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть вĕсене Советская урамĕнче пурăнакансем çине тăнипе касса антарчĕç. Çак ĕçе тĕрлĕ сăлтавсене пула йĕркелерĕç вĕсем. Тирек йывăççисем таврари çуртсенче пурăнакансемшĕн те, иртен-çÿрен çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратнă. Вăйлă çил вĕрсенех йывăçсем халь-халь хуçăлса ÿкес пек шавласа кашланă. Вĕсен тымарĕсем те çĕр айĕнчен çиеле тухса тăнă. Асар-писер çанталăкра тирексем çуртсем çинелле тымарĕпех йăванас хăрушлăх та пулнă. Пăрлă çумăр çусан тем пысăкăш туратсем хуçăлса аннине те пурте астăваççĕ. Июнь уйăхĕнче вара тирек мамăкĕ пÿрте вĕçсе кĕрсе Советская урамĕнче пурăнакансене халтан янă. Çак йĕркесене çыраканăн куçĕ умĕнчех пĕррехинче тирек туратти хуçăлса анса йывăç айĕнче ларакан çăмăл автомашинăна сиенлетнĕ. Таврари çуртсенче ача-пăча чылай, çавăнпа вĕсен ашшĕ-амăшĕ ватă йывăçсем шăпăрлансен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратасран самаях шикленнĕ. Халĕ вара çынсем сывласах ячĕç. Темиçе çул каялла тирек йывăççисем айĕнче çÿп-çап пуçтармалли вырăн пулнăччĕ. Çавна асра тытса-ши - хăшĕ-пĕри çак таранчченех кунта ăпăр-тапăр килсе пăрахать. Тирексемпе пĕрле çак усал йăла та çухаласса ĕненеççĕ таврара пурăнакансем.
Кивви вырăнне çĕнни теççĕ. Пурнăç вырăнта тăмасть. Ватă йывăçсем хăйсен ĕмĕрне вĕçлерĕç. Халĕ вĕсен вырăнĕнче ешĕл хунавсем ешерме пуçласса шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.