09 августа 2017 г.
Мĕн акнине, лартнине пухса илмелли вăхăт çитсе пычĕ. Анчах çанталăкĕ ĕççине вăхăтра тухма чылай чăрмав кÿчĕ. Кăçал çитĕннĕ пĕрчĕллĕ культурăсемпе тымар-çимĕç самаях шар курни куç умĕнче. Çынран çÿллĕ çитĕннĕ пĕрчĕллĕ культурăсем гектарĕ-гектарĕпе йăванса выртаççĕ, вĕсем хуралса чире каяс хăрушлăх пысăк. Çĕр улмине те шыв илнĕ вырăнсем нумай. Çавна кура республикăра, çав шутра пирĕн районта та чрезвычайлă лару-тăру режимне вăя кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра ялхуçалăх ĕçченĕсен умĕнче çухатусене май килнĕ таран чакарасси тата мĕн çитĕннисене тăкаксăр пухса кĕртесси тĕп тĕллев пулса тăрать те.
Акă, иртнĕ кунсенче "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе куртăмăр. Хуçалăхра ир çитĕнекен "Джелли" сортлă çĕр улми ани çинче халăх хĕвĕшетчĕ. Виççĕмĕш кун кăлараççĕ иккен вĕсем ир çитĕнекен çĕр улмине. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 1 гектартан 280 центнер çĕр улми тухмалла. Ку участок çинче çĕр улми кăларакан комбайнĕ курăнмарĕ, С.Иванов механизатор копалкăпа кăларса пырать. Ун хыççăн 50-60 çын витре хыççăн витре тултарса сеткăсем çине ярать. Вĕсем йăран çинче кăмпасем пек ларса юлаççĕ. Тулли сеткăсене транспорт çине тиесе кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Çĕр улми пуçтарма Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Анаткас, Пинер, Вăтакас ялĕсенчен килнĕ. Шкул ачисенчен пуçласа студентсем тата штатра тăракан рабочисем таранччен тухнă ĕçлеме. Ялта пурăнакан, хăй миçе çултине пăхмасăрах, ĕççи вăхăтĕнче алла усса ларма юратмасть. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа вăхăтлăха килĕшÿ тунă рабочисем те пур. "Çанталăкĕ лайăх тăрсан ĕçĕ те кал-кал пулса пырĕ. Çухатусем сахалтарах пулччăр тесе хальхи вăхăтра фитофтора чирĕнчен имçампа сапатпăр тата ытти тĕрлĕ мероприятисене туса ирттеретпĕр. Шел пулин те, 243 гектартан 40 гектара яхăн çĕр улми шыв айне пулса шар курчĕ. Ыттине йĕркеллĕ пухса кĕртесчĕ. Хамăр çитĕнтерсе вăхăтра пухса кĕртнĕ продукци пуриншĕн те пахарах", - тет "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Ямуков. Пухса илнĕ ир çитĕнекен çĕр улмин "хуçисем" тупăнсах пыраççĕ. Хусантан пуçласа Мускава çитиех ăсатаççĕ вĕсене. Ир çитĕнекен çĕр улмине пухса пĕтерсен ытти участоксем çине куçаççĕ. Кĕçех пĕрчĕллĕ культурăсен анисем çине те хир карапĕсем тухĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.