АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăру режимĕнче

05 августа 2017 г.

Чрезвычайлă лару-тăру режимĕнче

Чăваш Республикин территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртни пирки калакан хушăва ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев алă пусни çинчен хаçат вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чрезвычайлă лару-тăру çутçанталăкри сиенлĕ пулăма пула - ялхуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче тăпрара ытлашши нÿрĕк пулнипе çыхăннă.

Çак хушупа килĕшÿллĕн пирĕн районта та тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен Вăрмар район администрацийĕн 614 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине пĕлтернĕ. Кашни хуçалăха çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн чрезвычайлă лару-тăрăвăн чăрмавлă ыйтăвĕсене чакарас енĕпе ĕçлемелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ* çутçанталăк пулăмĕсене пула тăкак тÿснĕ ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшу парассине йĕркелес тата пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлес, чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене чакарас тĕлĕшпе анлă лару ирттернĕ; ялхуçалăх ĕçне сăнасах тăрас енĕпе район администрацийĕн, Россельхозцентр тата гидрометеослужба специалисчĕсемпе ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра кашни хуçалăха çитсе уй-хирте çитĕнекен ялхуçалăх культурисем йĕпе-сапана пула мĕн чухлĕ инкек тÿснине шута илетпĕр те акт çырса Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине тăрататпăр.

Августăн 8-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче 10 сехетре вырмана районта ăнăçлă ирттерсе ярас ыйтупа тата кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене вăхăтра акса хăварас, сухаланмасăр выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессине сÿтсе явас тĕлĕшпе канашлу ирттерме палăртнă. Умра - яваплă тапхăр. Ялхуçалăх культурисене май килнĕ таран кĕске вăхăтра та ăнăçлă пухса кĕртесси.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуcалaхeпе экологи пайeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика