АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăк умĕнче пуç тайрăмăр

05 августа 2017 г.

Палăк умĕнче пуç тайрăмăр

Пирĕн Энĕшпуç ял халăхĕ уйрăмах туслă пулнипе палăрса тăрать. Ял центрĕнче интернационалист-салтаксене тата тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă салтаксене асăнса 7 çул каяллах асăну палăкĕ уçнăччĕ. Кăçал вара ăна эпир, Афган, Чечен вăрçисен участникĕсем, çĕнетсе илемлетрĕмĕр. Асăну палăкĕ патĕнче паттăрлăха халалланă сăвă йĕркисем çырнă илемлĕ баннер вырнаçтарнă, сарă кирпĕчрен чечек лартмалли вырăн купаланă. Палăк умĕнче вара плитка сарнă. Çак ĕçре П. Прокопьев, А.Расколов, В.Николаев уйрăмах хастар пулчĕç.

Августăн 2-мĕшĕнче Сывлăшпа десант çарĕсен кунĕнче палăк умĕнче Энĕшпуç ял халăхĕн туслăхĕпе пултарулăхне çирĕплетекен питĕ тухăçлă та лайăх мероприяти иртрĕ. Энĕшпуç чиркĕвĕн настоятелĕ Иван атте асăну палăкне Турă шывĕ сапса тасатрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов палăка лартнă пуçаруллă çынсене тав турĕ, паянхи çамрăксем малашнехи пурнăçра вăрçă мĕнне пĕлмесĕр, çапах та паттăрлăх туйăмне туйса, патриотизмла воспитани илсе, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă, çапăçусене хутшăннă салтаксен ячĕсене асра тытса çитĕнччĕр тесе каларĕ.

Мероприятине çавăн пекех Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Афган вăрçине хутшăннă ветерансен канашĕн председателĕ О.Кузьмин, ял халăхĕ те хутшăнчĕç. Мероприяти пурне те питĕ килĕшрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика