АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăну комиссийĕ ĕçлет

05 августа 2017 г.

Çак кунсенче вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнакан комисси ĕçлеме пуçланă.

Комисси ушкăнне Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн, Раççей çутçанталăк сыхлавĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи уйрăмĕн, Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри управленийĕн Вăрмар районĕнчи надзор пайĕн, "Вăрмарти электричество сечĕсем" тулли мар яваплă обществăн, "Вăрмарти теплосеть" муниципаллă унитарлă предприятин представителĕсем, Халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен Профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацин штатра тăман ĕç инспекторĕ кĕнĕ. Чи малтанах комисси членĕсем вĕрентÿ процесне епле йĕркелени, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасен хăрушсăрлăхĕ, пурлăхпа техника базинчи лару-тăру, хутмалли тапхăра хатĕрри, çутă паракан приборсем ĕçлени, пушар сигнализацийĕпе видеосăнав системи пурри, эвакуаци алăкĕсем çине тимлĕх уйăраççĕ.

Комисси Вăрмар поселокĕнчи "Березка", "Колосок", "Зоренька", "Ромашка", "Родничок" ача-пăча сачĕсене çитсе курнă. "Березка" ача-пăча садĕнче пÿлĕмсенче, коридорта, картлашкасен лаптăкĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, апат пĕçермелли пÿлĕмре линолеум ылмаштарнă, участоксенчи хăйăрта гельминтсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. "Колосокра" пÿлĕмсене юсанă, вылямалли площадкăсене йĕркеленĕ, йывăçсен вуллисене шуратнă. "Зоренькăра" вылямалли участоксене, пÿлĕмсене юсанă, ăшă пыракан пăрăхсене сăрланă, раковинăсене ылмаштарнă. "Ромашкăра" çĕнĕ сĕтел-пукан, вылямалли участоксем валли хăйăр туяннă, стенасене сăрланă, маччасене шуратнă. "Родничок" ача-пăча садĕнче пÿлĕмсенчи стенасене, верандăсене сăрланă, пÿлĕмсене, теттесене, савăт-сапана, вырăн таврашĕсене, чÿречесене çуса-тасатса тухнă. Пĕтĕмĕшле каласан, ача-пăча сачĕсенче пысăк ĕç туса ирттернĕ. Комисси çак вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине, вĕсенче терроризмпа пушар хăрушсăрлăхĕн условийĕсем тивĕçлĕ шайра пулнине, ача сачĕсене çÿрекенсене хăтлă пулассине палăртнă. Ачасем ача сачĕсене çÿреме пуçланă та ĕнтĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика