05 августа 2017 г.
Кăçал вырма ĕçĕсем иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан виçĕ эрне каярах пуçланать теççĕ специалистсем. Анчах çакă техникăна та, йĕтемсене хатĕрлессине те кая хăвармаллине пĕлтермест.
Акă, "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинче çак ĕçсене малтанхи тапхăрта палăртнă пекех пурнăçлама тытăннă. Кăçал хуçалăхра 1540 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тĕш-тырă культурисене пухса кĕртмелле. Вĕсенчен 580 гектарне кĕрхи тулă йышăнать, 584 гектар çинче çурхи тулă, 376 гектар - урпа.
Çанталăк çанталăкпа та, анчах вырма ĕçĕсем пурпĕрех алăкран шаккаççĕ. Хуçалăхăн йĕтемĕнче вăхăтлăха ĕç шавĕ лăпланса та пырать темелле. И.Семенова заведущи ертсе пынипе Н.Эверсков, Ю.Войков, С.Петров, П.Николаев кунти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Халĕ юлашки тикĕслемелли ĕçсем пыраççĕ.
- Тыр-пул тухăçлăхĕ пирки калама иртерех-ха, - каласа парать обществăн генеральнăй директорĕн производство енĕпе ĕçлекен заместителĕ Е.Тимофеева. Çанталăкран чылай килет, анчах усракан чăх-чĕпе, хурсемпе кăрккасене хамăр туса илекен продукципе тивĕçтеретпĕрех. Хуçалăхра ĕçлекенсене те /яланлăхах вăй хуракансем кунта 98 çын/ тырăпа та, утă-улăмпа та тивĕçтерĕç. Утă тенĕрен, нумай çул ÿсекен курăксем 307 гектар йышăнаççĕ, çулса илнин ытларах пайĕ витаминлă курăк çăнăхĕ тума каять. Паянхи кун тĕлне ăна 150 тонна яхăн хатĕрленĕ. Хĕллехи вăхăтра хурсен айне сарма та утă кирлĕ, ăна та хальлĕхе 60 тонна ытла хатĕрленĕ. Пыл хурчĕсем пирки те манмаççĕ кунта, вĕсем сипетлĕ пыл паччăр тесе 38 гектар çинче пĕр çул ÿсекен илепер курăкĕ /донник/, фацели акса ÿстернĕ.
Йĕтем çинче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ терĕмĕр, "уй карапĕсем" те хире тухма хатĕр. Хуçалăхра - "ACROS-530" икĕ комбайн, экипажĕсене йĕркелесе çитернĕ ĕнтĕ.
Вырмапа пĕрлех кĕрхи ака вăхăчĕ те килет. Хуçалăхра кăçал 600 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварасшăн, хальлĕхе 400 гектар çинче çĕре хатĕрленĕ: гербицидсем сапса дисклă плугсемпе сухаланă. Çапла вара "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче" тĕрлĕ енлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. ТОЛМАТОВ.