05 августа 2017 г.
Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Романтика" кану лагерĕнче 3-мĕш смена вĕçленсе пырать. Юлашки сменăра 60 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕç, канчĕç, çĕнĕ юлташсем тупрĕç.
Яланхиллех канакансен йышĕнче Вăрмар район ачисемсĕр пуçне Куславкка, Тăвай, Патăръел районĕсенчи тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тĕрлĕ ÿсĕмри шăпăрлансем пулчĕç. Лагерь директорĕ С.Максимов, унăн заместителĕ Т.Гаврилова, вожатăйсемпе волонтерсем ачасен канăвĕ усăллă та пахалăхлă ирттĕр тесе çăвĕпех тăрăшрĕç. Ачасене кунта килĕшет. Ахальтен мар ĕнтĕ хăшĕ-пĕрисем кашни çул умлă-хыçлă виçшер, икшер смена канаççĕ "Романтикăра". Вĕсен шутĕнче Шăплатри Д.Мокшанцев, Мăнçырмари О.Николаев, Л.Цветкова, Вăрмар поселокĕнчи Р.Сапаркин, Д.Курбанов, И.Кузнецов. Кану вăхăтĕнче ачасем пĕр-пĕринпе тус-юлташланса çывăхлансах каяççĕ. Смена вĕçленнĕ хыççăн та Вăрмар поселокĕнче е Шупашкарта пĕр-пĕринпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Унсăр пуçне лагерьте каннă ачасем вăхăт çитсен кунта вожатăй-волонтер, вожатăй пулса ĕçлеме килеççĕ. Çак кунсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн председателĕ М.Пуклаков, "Урмарский" уйрăмĕн начальникĕн пулăшуçи М.Синичкина, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен аслă инспектор С.Иванова лагерьте канакан ачасемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Яваплă çынсем ачасемпе беседкăра çума-çумăн куçран пăхса калаçрĕç. Çакăн пек лару-тăрура ачасем хăйсене ирĕклĕрех туяççĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме хăрамаççĕ. М.Пуклаков ачасемпе шăкăл-шăкăл калаçнă май лагерьти кану условийĕсемпе, ачасен интересĕсемпе, пултарулăхĕпе паллашрĕ. Ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине, пĕчĕкренех тăрăшса вĕренмеллине, эрех-сăрапа, наркотикпе туслашмалла маррине ăнлантарчĕ. Çамрăксене хăйсен шухăшне пĕлтерме именмесĕр хăюллă пулма сунчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем ташларĕç, сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Паллах, лагерьте тĕрлĕ лару-тăрура пурăнакан ачасем пуçтарăнаççĕ, кунта вара вĕсемшĕн пуриншĕн те пĕр пек условисем. Михаил Анатольевич вĕсене лайăх канса çитес вĕренÿ çулĕнче лайăх вĕренме ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова, Обществaлла канаш членe.