АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул сана, почтальон!

02 августа 2017 г.

Такăр çул сана, почтальон!

Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Шалкăм çумăр çăвать-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и, асар-писер çил-тăман вĕçтерет-и - хулпуççи урлă йывăр сумкка çакмалла та хаçат-журнал валеçме тухса утмалла. Унсăр пуçне çыру е открытка илсе çитермелле, пенси укçи валеçмелле. Почтальона кашни килтех кĕтеççĕ. XXI-мĕш ĕмĕре Интернет ĕмĕрĕ теççĕ пулин те чылай çын пурпĕрех хăйне кирлĕ информацие пичет изданийĕсем урлă пĕлет. Тин кăна пичетленсе тухнă хаçата алла илсе вуланине нимĕн те çитмест. Почтальонсем вара информацин хăйнеевĕр элчисем.

Энĕшпуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекен почтальонсем пирки пирĕн паянхи сăмахăмăр. Эпир килнĕ чухне вĕсем шăпах пурте пĕрле пуçтарăннăччĕ, хаçат валеçме кайма хатĕрленеççĕ. Кунта пурĕ 5 пултаруллă хĕрарăм вăй хурать: Н.Яковлева, Н.Арсентьева, Н.Филимонова, М.Ларионова, Л.Никифорова. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, пĕтĕмпех вăхăтра ĕлкĕрсе пыраççĕ, çырăнтару тапхăрĕнче те яланах план тултараççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хисепе тивĕçлĕ. Акă, Надежда Васильевна Яковлевăна /вăл Энĕшпуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ/ тата кунти 3 класлă почтальона Наталия Владимировна Арсентьевăна тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн кăçал Раççей Почтин Тав çырăвĕсене парса чысланă. Кун пирки пирĕн хаçат страницисенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

"Пирĕн почтальон кăна мар, хăйне евĕр психолог та пулма тивет, эпир кунсерен тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулатпăр, кашнинпе пĕлсе калаçмалла пирĕн: ваттипе - ватăлла, çамрăккипе - çамрăкла. Хăш чухне йывăр пулин те эпир хамăр профессие килĕштеретпĕр, вăл çав тери кирлĕ тесе шутлатпăр", - йăл кулса калаçаççĕ Энĕшпуç почтальонĕсем. Н.Яковлева ертсе пынипе кунти коллектив туслă, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хурать, ял халăхĕ те почтальонсен ĕçĕпе кăмăллă.

Акă, нумай та вăхăт иртмерĕ, почтальонсем сумккасене хаçат-журналпа тултарчĕç те ял тăрăхĕн тĕрлĕ еннелле тухса саланчĕç. Кунĕпех ура çинче вĕсем, анчах ÿпкелешмеççĕ, хăйсене çынсем кĕтнине пĕлеççĕ. Такăр çул сана, почтальон!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика