02 августа 2017 г.
Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ кăларăмсенче мĕн чухлĕ тĕпчев ĕçĕсем, вĕренÿ пособийĕсем, кĕнекесем пичетлесе кăларнине РФ Журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш халăх писателĕн В.Алендейăн премийĕн лауреачĕ, ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Цыфаркин хăй çеç пĕлет пулĕ. Нумаях пулмасть унăн «Космонавт-3 А.Г.Николаев в Урмарском районе» çĕнĕ альбом-кĕнеке кун çути курчĕ.
Çак кунсенче унăн презентацине районти тĕп библиотекăра ирттерчĕç. Кĕнекене пахалама районти паллă таврапĕлÿçĕсем, хăй вăхăтĕнче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.Петров, халăх депутачĕсен райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче вăй хунă Н.Дмитриева, район историйĕпе кăсăкланакансем хутшăнчĕç.
Мероприятие Р.Иванова библиотекарь ертсе пычĕ. Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалласа, Вăрмар поселокĕ - 75, район 90 çул тултарнине палăртса та калаçусем йĕркеленĕ. Паллă çынсемпе тĕлпулусем ирттересси те йăлана кĕнĕ кунта.
- Паян вара эпир пирĕн ентешĕн çĕнĕ кĕнекипе паллашма, хак пама пуçтарăнтăмăр, - тесе Римма Алексеевна В.Цыфаркина сăмах пачĕ. Кашни кĕнеке йывăррăн çуралать. Чи малтан çакна палăртрĕ Василий Егорович. Альбом-кĕнеке пуян содержаниллĕ те нумай сăн ÿкерчĕклĕ пултăр тесе икĕ çул тăрăшнă çыравçă. Пĕрремĕш профессийĕпе фотограф пулнă май, сăнÿкерчĕксен пахалăхĕ çине питĕ тимлĕх уйăрнă. Хăшĕсем вăхăт иртнĕ çемĕн тĕссĕрленме пуçланăран çĕнетес тесе нумай вăй хума тивнĕ. Савинкин издательствинче пичетленнĕскер питĕ селĕм пулса тухнă. Кунта А.Николаев биографийĕпе те, депутат пулнă вăхăтра тунă ĕçĕсемпе те паллашма пулать. Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, А.Николаев пирĕн районта пулни тĕп тема пулса тăрать. Района килни çинчен «Хĕрлĕ ялав» хаçат 1990 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче акă мĕн çырнă: «Январĕн 31-мĕшĕнче, юнкун, РСФСР халăх депутачĕ, авиацин генерал-майорĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, космонавтсене хатĕрлекен центр начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Николаев космонавт-летчик пирĕн района килсе çитрĕ. Район центрĕнчи Ленин площадĕнче ăна районти партипе влаç органĕсен руководителĕсемпе ĕççыннисем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илнĕ. Площадьре кĕске калаçу хыççăн А.Николаев тата унпа пĕрле çÿрекенсем Вăрмарти иккĕмĕшпе пĕрремĕш вăтам шкулсенче пулса ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçсем мĕнле пулса пынипе, педагогика коллективĕсен ĕç условийĕсемпе паллашнă. Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулти пионерсем ăна хăйсен хисеплĕ пионерĕсен ретне илсе хĕрлĕ галстук çыхса янă. Унтан хисеплĕ хăнасем Арапуçĕнчи вăтам шкулпа ача садĕнче тата пленка цехĕнче пулса курнă. А.Николаев ача садĕнчи ачасемпе, шкулта вĕренекенсемпе тата учительсемпе, воспитательсемпе, колхоз ĕçченĕсемпе калаçнă. Кăнтăрла иртсен А.Николаев район центрĕнчи тата Кавалти Культура çурчĕсенче суйлавçăсемпе тĕл пулнă». Кĕнекере çак çулçÿрев вăхăтĕнче ÿкернĕ сăнÿкерчĕксем йышлă. Вĕсене «Хĕрлĕ ялав» фотокорреспонденчĕ И.Иванов, Культура çурчĕ çумĕнчи фотостуди ертÿçи Б.Денисов тунă. Кĕнекене васкавлă кăларма тивни пирки те чарăнса тăчĕ В.Цыфаркин. Кăçал Андриян Григорьевич космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе августăн 11-мĕшĕнче 45 çул çитет. Килĕшĕр, кашни япала хăй вăхăтĕнче паха. Автор кĕнекене хăй укçипе кăларнăран, вăл хальлĕхе 20 экземплярпа кăна тухнă. Анчах та çак хитре, тап-таса шурă хут /мелированный/ çине кăларнă издание каярах тата пуянрах содержаниллĕ туса пысăк тиражпа пичетлессе шанать-ха Василий Егорович. Вăл кĕнекепе тĕплĕн паллаштарнă хыççăн çав вăхăтра районта яваплă должноçсенче ĕçленĕ В.Петров, Н.Дмитриева, таврапĕлÿçĕсем - Н.Петрова /Арапуç/, Н.Гаврилов /Пысăк Енккасси/, А.Иванов /Кĕтеснер/, Я.Зайцев, А.Хованский /Вăрмар поселокĕ/ - А.Николаевпа тĕл пулнине аса илчĕç, вăл космоса вĕçсе хăпарни чăваш ятне вышкайсăр çĕкленине палăртрĕç, космонавт ăш-пиллĕ çын пулнине, вăл, депутат пулнă май, районшăн нумай ырă ĕç тунине те асăнчĕç, библиотекарьсем хăйне евĕрлĕ кино-пĕлтерĕшлĕ кадрсен пухăвне кăтартрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.