02 августа 2017 г.
Хамăрăн несĕлсене пурин те, паллах, пĕлес килет. Эпир ăçтан пулса кайнă, мĕнле çынсем пулнă пирĕн йăхра - çаксене пĕлни çынна вăй парса тăрать, чунра шанчăклăх туйăмĕ çуратать.
Июлĕн 28-мĕшĕнче районти халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейне хăйĕн несĕлĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине никĕслекенĕн Николай Петрович Курбатов купцан кĕçĕн мăнукĕ, Санкт-Петербург хулинче пурăнакан Татьяна Всеволодовна Джемс-Леви çитсе курчĕ. Музейра Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин историне халалланă экспозици пулнине эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Тĕл пулура Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи истори уйрăмĕн заведующийĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.Гусаров, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Кошельков, район таврапĕлÿçисемпе ытти çынсем пулчĕç. Вăрмарти халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейĕн заведующийĕ И.Дмитриева тăрăшнипе тĕлпулу çÿллĕ шайра иртрĕ. Т.Джемс-Левипе Ю.Гусаров музей умне 11 сехет тĕлнелле килсе çитрĕç. Авалхи йăлапа вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Районти "Парне" фольклор ансамблĕ илемлĕ чăваш юррисем шăрантарса хăнасене савăнтарчĕ. Музея кĕрсессĕнех пурте район историйĕпе çыхăннă кĕнекесен Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ куравĕпе паллашрĕç. Унтан Ю.Гусаровпа И.Дмитриева экскурси ирттерсе пухăннисене кунти кашни экспонат пирки тĕлĕнмелле кăсăклă та ăнланмалла каласа пачĕç. Уйрăмах Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине халалланă экспозици умĕнче нумай чарăнса тăчĕç. Т.Джемс-Леви хăй те Курбатовсен йăхĕн историйĕнчи пулăмсене аса илсе чунне уçса калаçрĕ. Çапла залран зала куçса пырса район историйĕпе тĕплĕн паллашрĕ вăл. Экскурси хыççăн Татьяна Всеволодовна килен-каянсен хаклав кĕнекинче Вăрмарти халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейне çитсе курнипе кăмăллă пулни, Курбатовсен йăхĕн астăвăмне сыхласа хăварнăшăн тав туни пирки çырса хăварчĕ. Кунти экспозицине Курбатовсен çемйин историйĕпе çыхăннă япаласемпе пуянлатма шантарчĕ. Я.Зайцев таврапĕлÿçĕ Татьяна Всеволодовнăна Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин историйĕ çинчен çырнă кĕнеке парнелерĕ. Пухăннисем пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, иртнине аса илсе чылайччен калаçса ларчĕç. Çак ăшă тĕлпулу пурне те килĕшрĕ, кашнин чĕринчех ырăлăх туйăмĕ хăварчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.