02 августа 2017 г.
Кăçалхи çанталăк çĕр ĕçченĕсене савăнтармарĕ, пур енчен те тĕрĕслерĕ. Июль уйăхĕн вĕçĕнче кăна чăн-чăн çулла пулнине систерчĕ темелле. Анчах та ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем ĕçлеме пурпĕрех майне тупаççĕ. Пултаруллисем - аптрамаççĕ.
Çак кунсенче "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе куртăмăр. Чи малтанах машинăпа трактор паркне çитрĕмĕр. "ДОН-1500" комбайн парк варринче мăнаçлăн ларать. Вырмана хатĕрлеççĕ ăна механизаторсем. "Кăштах пăхса ямалла, ĕçе тытăнсан чăрмавсем ан пулччăр тетпĕр", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Н.Иванов. Хуçалăхра кун йышши икĕ комбайн вырмана хутшăнать, тăватă автомашина. Ивановсем 540 гектар çинче вăй хураççĕ: 100 гектар кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем, çурхи тулă 250 гектар çинче çитĕнет, урпа 150 гектар йышăнать, нумай çул ÿсекен курăка çулса илсе рулонсем туса майласа хунă, вĕсемсĕр пуçне фацели, хура тул ани кашласа ларать. Фацелипе хура тулне ятарласа пыл хурчĕсем валли çитĕнтереççĕ. Пыл хурчĕсем тенĕрен, вĕсен уçланкине те çитсе куртăмăр, питĕ илемлĕ кунта. Кĕнекесем çинче çырнă пек çăтмахри пекех, пурте хăй вырăнĕнче, çанталăкĕ хĕвеллĕ пулнăран-ши, пыл хурчĕсем вĕлли патне пĕри вĕçсе килет те тепри... ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Ахальтен ĕçчен çынна пыл хурчĕ пек ĕçлеççĕ тесе танлаштармаççĕ. Хуçисене хывнă тейĕн. Çак уçланкăна тата кунти çуртне Николай Анатольевичăн кукашшĕ Илья Филимонович Филимонов пуçарса янă иккен. Вăл вăрçă хыççăнхи Тикашри пĕрремĕш колхоз председателĕ пулнă. Ĕçчен те пултаруллă, пуçаруллă пулнăранах колхоза ертсе пыма суйласа лартнă ĕнтĕ вăрçă ветеранне. Çак ĕçченлĕх ăруран ăрăва куçса пыни куç умĕнчех. Николай Анатольевичсен çемйинче виçĕ ывăл. Асли Иван малтанхи çулсенче ашшĕпе пĕрле хуçалăхра вăй хунă. Халĕ Иван Николаевич Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Ял халăхĕн "тарçи" пулнăран ашшĕне пулăшма ытлах вăхăчĕ те юлмасть пулĕ. Вăталăх ывăлĕ Дима Хусанти пĕр предприятинче вăй хурать пулсан та канмалли кунсенче ашшĕпе пĕрле хуçалăхра тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕ Андрей, тин çеç салтакран килнĕскер, хальлĕхе ашшĕ çумĕнче ĕçлет-ха. Ашшĕн сылтăм алли тесен те юрать.
"Ĕççи вăхăчĕ мар чухне эпир ĕçсене ытларах çемьепе тата чи çывăх тăвансемпе туса пыратпăр. Хĕрÿ вăхăтра вара районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса ĕçлеттеретпĕр. Халĕ те виçĕ çынпа килĕшÿ тунă, аван ĕçлеççĕ. Кăçалхи вырма чылай кая юлнăран ĕç кăштах тăлланать-ха. Пурте кая юлнă пек туйăнать. Вырма йĕркеллĕ иртессе шансах тăратпăр. Хамăр çаврăнăçулăхран нумай килет", - тет Николай Анатольевич уй-хирте кашласа ларакан тулă çине ытарлăн пăхса. Кăçал çанталăкĕ çумăрлă пулнăран-ши е лайăх апатлантарнăран тулă пусси хуçи çÿллĕш çитĕннĕ, пучахĕсем те тулли, хытса кăна çитмелле.
Хуçалăхра эпир пынă кун йĕтемри складсене Россельхозцентр специалисчĕсем дезинфекцилетчĕç. Пĕр складне хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе имçамне сапса пĕтернĕ хыççăн кăштах сывласа яма тухнă специалистсемпе тĕл пулса калаçма та тÿр килчĕ. "Харпăр хăй тар юхтарса ĕçлесе пухса илнĕ тĕш тырă лайăх упрантăр тесен складсене дезинфекциленинчен пахи нимĕн те çук. Ку хуçалăхра кашни çулах складсене çапла майпа тасатса тăратпăр. Кăмăл тăвакансене эпир яланах пулăшма хатĕр", - теççĕ çамрăк специалистсем. Уй-хирте те тасалăх хуçаланать вĕсен, çум курăкĕ сайра курăнать. Ырă кăмăллă та ĕçчен çынсене Турă та пулăшать пулĕ. Вăл кашни çулах "Хĕрлĕ ялав" хаçата реабилитаци центрĕнче хÿтлĕх тупнисем валли çырăнса парать, унсăр пуçне тăлăх ачасемшĕн пылак кучченеç те хĕрхенмест. "Çынпа çын пек пулма пĕлет", - теççĕ кун пек çынсем пирки. Малашне те çаплах пултăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.