02 августа 2017 г.
Вăрмар райповĕн "Общепит" тулли мар яваплă общество тытăмне кĕрекен "Минутка"", "Сказка", "Кулинария" закусочнăйсемпе, "Светлица", "Юность", "Вăрмар" кафесене, районти тĕп больница çывăхĕнчи "Илем" суту-илÿ киоскне халăх чăннипех те килĕштерет. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă вырăнĕ. Ытларах çынсем "Кулинарипе" "Юность", "Светлица", "Сказка" кафесене килĕштереççĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче çынсем черет тăрсах тин кăна пиçсе тухнă продукцине туянма васкаççĕ. Светлица кафен иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă çăнăхран апат-çимĕç пĕçермелли цехран тухакан тутлă шăршă таçта çити сарăлать, кĕрсе апат çиме йыхравлать тейĕн. Хуть те мĕн каласан та пурте тутлă çиме юрататпăр. Поселокра пĕр-пĕр спорт ăмăртăвĕ е урăх тĕрлĕ мероприяти иртет пулсан та обществăлла апатлану предприятин тутлă кукăлĕсемпе çăкăр-булка изделийĕсене туянассишĕн шкул ачисенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таранчченех черетре тăраççĕ. Кондитер цехĕнче тĕрлĕ уяв валли кукăль е илемлетнĕ торт, тĕрлĕ издели пĕçерсе пама ыйтакан саккассем те çав тери йышлă. Çакă мар-и-ха "Общепит" ĕçченĕсене малалла тата та хавхалануллăрах ĕçлеме хистекенни? "Часах килте кукăль пĕçерме те манатпăр ĕнтĕ", - тесе шÿтлеççĕ хăш-пĕр хĕрарăмсем "Общепитăн" кукăлĕсене ырласа.
Çавăн пекех Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи шкулсенче вĕренекенсем те юратнă обществăлла апатлану предприятийĕн продукцийĕпе апатланаççĕ. Пĕлеççĕ "Общепит" ĕçченĕсем çынсене хăй еннелле илĕртме. Чустине çăрнă чухне вĕсем кулинари вăрттăнлăхĕсемпе усă курнисĕр пуçне пĕр савăта юратупа ăшăлăх, асамлăхпа тăрăшулăх туйăмĕсене яраççĕ пулĕ. Обществăлла апатлану предприятийĕнче 66 çын вăй хурать. 2010 çултанпа ăна пултаруллă руководитель Марина Аркадьевна Сейфуллина ертсе пырать. Вăрмар райповĕн тытăмĕнче "Общепит" пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Акă, тĕслĕхрен, кукăльсем пĕçерекен цехра уйăхне вăтамран 1 миллион та 200 пин - 1 миллион та 500 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрлесе кăлараççĕ. Кафесенчен чи ăнăçлă ĕçлекенни - "Юность". Кунта уйăхне вăтамран 800 пин тенкĕлĕх, "Светилицăпа" "Сказкăра" 400-500-шер пин тенкĕлĕх апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Чи тупăшлă вăхăт, паллах, çулла. Çулла саккассем пушшех те нумай. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта "Общепитăн" пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 27 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак кунсенче обществăлла апатлану предприятийĕн генеральнăй директорне М.Сейфуллинăна халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" /"Заслуженный работник в сфере обслуживания населения ЧР"/ хисеплĕ ят панă. Паллах, çак ята тивĕçме çăмăлах мар. Çитĕнÿсемпе кăтартусемсĕр ĕçлекенсене ăна памаççĕ. "Коллектива ертсе пынă май ĕçлекенсене хавхалантарма та, кирлĕ вăхăтра ятлама та пĕлмелле", - тет Марина Аркадьевна. Хăй вăл Хусанти коопераци техникумне, Шупашкарти коопераци институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хăйĕн çинчен нумай калама юратмасть. Ĕçри ăнăçу коллективпа пĕрле тăрăшса вăй хунинче пулнине лайăх ăнланакан руководитель М.Сейфуллина. Ĕçре тăрăшулăхпа яваплăха туйса ĕçлекенсене хисеплет вăл.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.