АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем 5 ыйту пăхса тухнă

29 июля 2017 г.

Район администрацийĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 18-мĕш ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов, район прокурорĕ Е.Краснов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Пухура 5 ыйту пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркене сыхлассипе ĕçлекен заместителĕ А.Софронов "Вăрмар район территорийĕнчи 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи криминогеллă лару-тăру çичен" ыйтупа тухса калаçнă. Алексей Николаевич палăртнă тăрăх, кăçалхи çур çулта преступлени шайĕ чакнă. Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова район бюджетне кăçалхи çур çулта еплерех пурнăçлани çинчен каласа панă. Республика бюджетĕнчен куçнă укçа-тенкĕне шута илсе район бюджетне 195269,8 пин тенкĕ кĕнĕ, çулталăкри план 410908,2 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех А.Енькова Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем "Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕн 2017 çулхи тата 2018, 2019 çулсенчи район бюджечĕ" 15.12.2016 çулхи 84 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен" виççĕмĕш ыйтупа та паллаштарнă. Тăваттăмĕш ыйтупа юридици секторĕн заведующийĕ М.Иванова тухса калаçнă. Çак ыйту Вăрмар районĕн официаллă сайчĕ çинче е массăллă информаци хатĕрĕсенче контракт мелĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн вырăнне йышăнаканăн тупăшĕсемпе тăкакĕсем, пурлăхĕ, пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен калакан информацие вырнаçтармалли йĕркепе çыхăннă пулнă. Юлашки ыйтупа Энĕшпуçĕнчи 17 номерлĕ суйлав округĕн депутачĕ А.Николаев тухса калаçнă. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ В.Филимонов умĕнче РФ ШĔМĕн Чăваш Республикинчи "Медицинăпа санитари чаçĕн" учрежденийĕн ĕç сыхлавĕн инженерне В.Нягина ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлас ыйтăва сÿтсе явма сĕннĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Шишкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика