АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтнĕ техника хуçалăха çитрĕ

29 июля 2017 г.

Кĕтнĕ техника хуçалăха çитрĕ

Районти хуçалăхсем ялхуçалăх техникисене çĕнетсех пыраççĕ.

Акă иртнĕ кунсенче "Иванов В.А" хресчен /фермер/ хуçалăхне Ростсельмаш "Дон-680" çĕнĕ комбайн çитрĕ. Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, çĕнĕ комбайн - условисенче лайăх ĕçлекен, йывăрлăхран хăраман паянхи йышши техника. Унăн ĕç тухăçлăхĕ те пысăк, кирек епле культурăна та пуçтарма пултарать. Машина пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлет, апата виçĕ тĕрлĕ режимпа вĕтетме пултарать. Комбайн бакне 540 литр дизтопливо вырнаçать. Экономлă дизельлĕ двигатель топливо саппасĕпе перекетлĕ усă курма май парать.

"Ахальтен мар çак техникăна суйласа илтĕмĕр эпир. Чи малтанах, паллах, пире ытти импортлă агрегатсемпе танлаштарсан унăн хакĕ илĕртрĕ ?4 миллион тенкĕ%. "Донăн" ĕç пахалăхĕ те аван. Ку выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх техника", - каласа парать хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов.

Кĕçех çĕнĕ техника хăйĕн ĕç тухăçлăхне уйра çирĕплетсе парĕ.

Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра хуçалăхра 250 ытла тонна утă, 1800 тонна сенаж хатĕрленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика