29 июля 2017 г.
Июлĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнче Атăлçи федераци тăрăхĕн Уй-хир кунне анлăн паллă тунă. Ку хутĕнче мероприятине пухăннисем хăмла пахчисен ĕçĕпе паллашнă, сăра вĕретес ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланнă, урпа салатне курса хакланă. «Наци пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ паянхи форум урпа, салат, хăмла тата сăра таврашне тирпейлессипе ĕçлекен предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсене пĕр чăмăра пухрĕ. Мероприятине йĕркелекенĕ РФ Ялхуçалăх министерстви. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн агропромышленноç пайĕнче тăрăшакансем чылайăн пухăннă» - тенĕ М.Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев чăваш çĕрĕ çинче хăмлана аталантарса яма çав тери меллĕ пулнине каланă, ресурссем те пысăк тенĕ. Ăна валли регионта наука пайĕ вăйлă ĕçлет, кадрсем çителĕклĕ. Паха ĕç опычĕ те пысăк тесе пĕлтернĕ хăнасене.
Паянхи рынокра çак çÿлерех асăннă тавар çав тери пысăк пĕлтерĕшлине, ăна кура предприятисене тата та тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă.
Ют çĕршывсенчи бизнес-пĕрлешĕвĕсене çак тытăмпа, хăмла лартса çитĕнтерессипе ĕçлеме чĕнсе каланă. «19 çул усă курма çĕр лаптăкĕсене уйăрса пама пултаратпăр. Вăл тапхăр вăхăтĕнче кирек епле проект та хăй хакне кăларма пултарать», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ. Палăртса хăвармалла, çитменнине тата чăвашсен сăри чаплă, мĕн авалтан халăх сăра вĕретме ăста пулнă. Маларахри тапхăрсенче кашни çемьере хăмла лартса çитĕнтернĕ, сăра вĕретнĕ. Паян регионта хăмла лартса çитĕнтерессипе ĕçлекен предприятисем пурнăç таппипе тан пыраççĕ, пысăк технологи те вăй илет. Пирĕн тăрăхра тирпейленсе тухакан хăмла çĕршыври тĕрлĕ кĕтессене ăсанать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăмла, сăра, урпа салачĕпе ĕçлессипе витĕм кÿрекен Наци пĕрлешĕвĕн президентне А.Мордовина Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă. А.Мордовин хăйĕн сăмахĕнче Наци пĕрлешĕвĕнче пĕтĕмпе 500 ытла РФ АПК компанийĕсем тăнине пĕлтернĕ, вĕсем чылай тавар тирпейлесе кăларнине асăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.