АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста аллинче ĕç ташлать

26 июля 2017 г.

Ăста аллинче ĕç ташлать

Ал ĕç ăстисем мĕн авалтан халăхра ырă ятлă пулнă. Ун пек çынсем хальхи вăхăтра та сахал мар, çав шутра пирĕн районта та. Чун туртнипе вĕсем тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем ăсталаççĕ.

Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Н.Ильин 2005 çултанпах йывăçран тĕрлĕ япаласем касса кăларать - армансем, чиркÿ макечĕсем, шыв башнисем, парăслă кимĕсем тата ыттисем те. Николай Ивановичăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир ăста патне килне çитсе куртăмăр. "Лайăх-и, начар-и çак япаласем - çын умне кăларса хумалăх пур, вĕсене туянакансем те кăмăллаççĕ", - тет Н.Ильин хавхалануллăн. Чăнах та, сĕтел çине вырнаçтарса хунă тĕрлĕ илемлĕ япаласем куçа илĕртеççĕ. Ытараймасăр алла тытса пăхрăм макетсене. Кашни детальне, кашни вак пайне тăрăшса касса кăларнă, çилĕмпе çыпăçтарса пуçтарнă, сăрăпа сăрласа илемлетнĕ. "Пушă минут пулсанах мĕн те пулин ăсталама ларатăп, хăш чухне вăхăт епле иртнине те сисместĕп, çав таранччен ĕç ăшне путатăп", - пĕлтерчĕ Николай Иванович.

Н.Ильин кашни çулах район Акатуйĕнче иртекен ал ĕç ăстисен куравне хутшăнать. Ытти япаласем хушшинче Николай Ивановичăн изделийĕсем чăнах та уйрăлса тăраççĕ. Кăçал та, яланхи пекех, поселокри тĕп стадионта "Ăстасен хули" ÿнер тата ал ĕç ăстисен куравĕнче Н.Ильинăн йывăçран касса кăларнă япалисем хăйсен вырăнне тупнă. Николай Иванович ăсталанă макетсем Вăрмарти халăх историйĕпе таврапĕлÿ музейĕнче тата ытти çĕрте те упранаççĕ. Унăн изделийĕсем хамăр республикăра çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенче те вырнаçаççĕ. Ют çĕршыв çыннисем те сувенир вырăнне хапăл тусах туянаççĕ вĕсене. Акă, Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ О.Петрова Грецире пурăнать. Тăван ялне курма килсен вăл Н.Ильин ăсталанă Энĕшпуç чиркĕвĕн макетне асăнмалăх тесе туянса кайнă. Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче пурăнакан хамăр ентешĕмĕре - Хуруй ялĕнче çуралса çитĕннĕ Е.Федоровăна - парнелес тĕллевпе тăванĕсем арман тата Энĕшпуç чиркĕвĕн макечĕсене тума саккас панă.

Чиркÿ макечĕсем ăсталани питĕ сăваплă ĕç пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Тĕслĕхрен, Мускав хулинче вырнаçнă Çăлакан Христос храмĕн /Храм Христа Спасителя/ макетне чăн евĕрех тĕлĕнмелле пултаруллă ăсталама пултарнă Н.Ильин. Ăна йывăçран касса кăлараканни вăл республикипе те пĕрремĕш пулнă. Николай Ивановича Çветтуй Иоанн Кронштадтскин Шупашкарти чиркĕвĕн Тав çырăвне те парса чысланă. Унта çапла çырнă: "Николай Иванович Ильина Православие çирĕплетес ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав тăватпăр" /"Выражаем благодарность Николаю Ивановичу Ильину за просветительскую деятельность по утверждению Православия"/. Унсăр пуçне "Российский штандарт" журналта Н.Ильин тунă чиркÿ макечĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çакна та каласа хăвармалла, Николай Ивановича Раççей Федерацийĕн "Ĕç ветеранĕ" ят панă.

Н.Ильин - хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă çын. Вăл ăсталăхне ÿстерсе те ÿстерсе пырать, пуласлăхри тĕллевĕсем пирки хавхалануллă кăмăл-туйăмпа калаçать. Апла пулсан Николай Ивановича унăн чунĕнчи пултарулăх кăвайчĕ малашне те сÿнмесĕр ялкăштăр тесе сунмалли кăна юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.Чернова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика