26 июля 2017 г.
Çĕр çинче ĕçлесси вăйă вылясси мар. Уй-хир ĕçĕсем юр кайса пĕтсенех пуçланаççĕ те хура кĕр çитсен тин вĕçленеççĕ. Хĕл ларсан кăна сывласа ярать çĕр ĕçченĕ. Апла пулин те хăйĕн ĕçне юратакан çын çеç çĕр çинче ĕçлесе çитĕнÿ тума пултарать, калама кăна çăмăл-çке, вăйĕ те, сывлăхĕ те, тăрăшулăхĕ те, çаврăнăçулăхĕ те кирлĕ.
Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи "Иванова О.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕ пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ăнăçлă кăтартусемпе ĕçлет. Ольга Анатольевнăпа Иван Геннадьевич Ивановсем çĕр ĕçне чунтан парăннă çынсем. Хуçалăхра çак кунсенче хĕрÿ ĕç пырать. "Çанталăкăн лайăх кунĕсемпе усă курса хăвăртрах утă илсе кĕмелле", - тет Иван Геннадьевич. Вăхăчĕ сахал пулин те вăл пире хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Кăçал пурĕ 577 гектар çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлеççĕ Ивановсем. 10 гектар кĕрхи, 330 гектар çурхи тулă, 120 гектар урпа, 27 гектар сар пăрăç /горчица/, 15 гектар çĕр улми, 75 гектар нумай çул ÿсекен курăк акнă вĕсем. Хуçалăхра ĕçлемелĕх техника та çителĕклĕ.
Хире те тухса куртăмăр. Акă, çĕр улми ани /ÿкерчĕк çинче/. Иван Геннадьевич каланă тăрăх, лартнă çĕр улмин 95 проценчĕ - Импала /Суперэлита/ сорт, ыттисем Манифест тата Уладар сортсем. "Импала /Суперэлита/ сортлă çĕр улми кирек епле çанталăк пулсан та тухăçлăхне чакармасть, хăвăрт çитĕнет, кăçал эпир ăна пуçласа лартрăмăр", - тет Иван Геннадьевич. Ун хыççăн тулă епле çитĕннине курма кайрăмăр. Тулă ани çил çинче вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс пек енчен енне хумханать. Кăçал Ивановсем Тризо сортлă çурхи тулă акса хăварнă. Çак сорт Европăра чи тухăçли шутланать иккен. "Вăрлăхне Курск облаçĕнчен туянса килтĕмĕр. Тризо сортлă тулла республикипе те ку таранччен никам та акса курман-ха, эпир пĕрремĕш пултăмăр", - пĕлтерчĕ И.Иванов. Вăл çак сорт пысăк тухăç парасса шанать. Тулă тикĕс, пĕр шайлă ÿснĕ, ани те тап-таса.
"Уй-хир çимĕçпе илемлĕ", - тет кăмăллăн Иван Геннадьевич йĕри-тавра пăхса çаврăннă май. Çанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратасран кăна пăшăрханать вăл. 3 çул каялла çапла пăр çуса кайса çĕр улмипе тырă анисене çавапа çулнă пек ватса хăварнипе Ивановсем самаях пысăк тăкак тÿснĕ пулнă.
Пуçтарса кĕнĕ тыр-пулпа çĕр улмие Ивановсем ятарласа упрама хураççĕ, хĕл ларсан вара сутаççĕ. Туянакансем ытларах хамăр район предпринимателĕсемех.
Иван Геннадьевичăн калаçăвĕнчен те, тыткаларăшĕнчен те вăл чăн-чăн çĕр хуçи пулни палăрать - хăйĕн ĕçĕ çинчен хавхалануллăн калаçать, уй-хире тухсан çитĕнекен тыр-пул ани çине ытараймасăр пăхать. Ивановсем пуласлăхра ĕç калăпăшне татах та ытларах ÿстерес кăмăллă. Эппин малалла та çапла хавхалануллă туйăмпа ĕçлесе çитĕнÿсем тумалла пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.