19 июля 2017 г.

Иртнĕ эрнере Кивĕ Вăрмар ял уявĕ районти ялсен акатуйĕсемпе тĕрлĕ ятпа иртекен ытти савăнăçлă пулăмсене вĕçлекенни пулчĕ пулмалла.
Пуш сăмахлă пулас мар тесе И.Дубанов паллă таврапĕлÿçĕн 2017 çулта тухнă «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекери йĕркесене илсе парас килет: «Деревня Старые Урмары считается одной из самых старых...» Уява пуçланă май хăйĕн сăмахĕнче савăнăçлă пулăма хутшăнакансене саламланă чухне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов та çакна палăртрĕ. «Яланах ĕçченлĕхпе, ыркăмăллăхпа палăрса тăраççĕ киввăрмарсем, савăнма та пĕлеççĕ», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Вăрмар район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова. Савăнма пĕлнине вара сăмахпа мар, чăвашăн çепĕç юррисемпе ăста купăсçă В.Архипов хĕлĕхне илемлĕ шăрантарнипе «Мерчен» ушкăн çирĕплетрĕ. Л.Волостнова, А.Борисова культура ĕçченĕсем уява ертсе пынă вăхăтра ĕçпе кану çирĕп çыхăнура пулнине палăртса пычĕç, малашлăх хамăртан килнине те вырăнлă аса илтерсех тăчĕç.
Паллă кун ыр ĕçпе палăрнисене чысланисĕр пĕрре те иртмест. Ку хутĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп хутне ялти обществăлла пурнăçа хастар хутшăннăшăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Алексеев, «Мерчен» фольклор ушкăнĕ /ертсе пыраканĕ Л.Волостнова/, район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне С.Николаев тивĕçрĕç. Ял халăхĕпе пухăннă хăнасене çепĕç те чуна тыткăнлакан юрăсемпе С.Павлов, А.Шадриков, А.Алексеева артистсем саламларĕç.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пурнăçра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине спорт ăмăртăвĕсем çирĕплетсе пачĕç. Ку хутĕнче республикăри нумай вăйăсенче лашасемпе чупса мала тухнă киввăрмарсем урхамахсемпе тупăшмарĕç пулин те, çуран чупса çĕр метрлă дистанцире ачасем те, аслăраххисем те ăмăртрĕç. 1-3 вырăнсене Н.Васильев, В.Данилов, А.Никитин тухрĕç. Вунпилĕк çул тултарман çамрăксем хушшинче турник çинче туртăнса В.Максимов, А.Максимов, Д.Романов малтисем пулчĕç. Аслисем хушшинче вара М.Блинов, А.Иванов, В.Григорьев 1-3 вырăнсене йышăнчĕç. Пĕрене çинче михĕпе кĕрешсе Н.Петровпа А.Малышев пурне те парăнтарчĕç. С.Михайловран, В.Алексеевран, В.Эверсковран тăракан команда вĕрен туртассипе чи маттурри пулчĕ. Алă вăйĕ виçессипе /армрестлинг/ хĕрарăмсем хушшинче 1-3 вырăнсене Т.Краснова, Е.Александрова, А.Иванова пайларĕç, арçынсем хушшинче - И.Иванов, А.Дмитриев, С.Иванов. 24 килограмлă кире пуканне йăтассипе А.Войкова çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Мартьяновпа Н.Петров тухрĕç. Ял вăййин чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ - кĕрешÿ. Çивĕч тупăшура тĕп парнене - такана - С.Павлов çĕнсе илчĕ, тĕп приза А.Алексеев фермер тивĕçтернĕ, Э.Александров кăркаллă, Ю.Антонов хур аçиллĕ пулчĕç. Каçпа уяв ял стадионĕнчен Культурăпа кану çурчĕн лапамне куçрĕ. П.Борисова, Миша Ăраскал, С.Лекерев юрăçсем пухăннисене пысăк концертпа савăнтарчĕç, вăл вара хăйнеевĕр тенĕ пек ташă дискотекине куçса кайрĕ. Çанталăкĕ те ытарма çук лăпкă пулчĕ.
Çакăн пек уява, паллах, пулăшу кÿрекенсемсĕр ирттерме çук. Чи малтанах çак ĕçе йĕркелеме пысăк тÿпе хываканĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи пулнине палăртмалла. Унсăр пуçне ялта çуралса ÿснĕ, пурăнакан, кÿршĕллĕ тăрăхри чылай уйрăм çын та пулăшу кÿнĕ. Акă вĕсем: М.Блинов, Э.Эверсков, В.Эверсков, В.Семенов, И.Алексеева, А.Смородинов, В.Егорова, Г.Харитонов, Н.Иванов, В.Федоров, И.Михайлова, В.Енькова, В.Федоров, И.Васильева, В.Соловьева, Г.Назаров.... Халăхра ырă каларăшсем нумай* вĕсенчен пĕри - «Ырă туни çĕре ÿкмест». Чăн та, çапла пулса пынине ĕмĕрсем çирĕплетеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.