АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма - ытлă-çитлĕ утă-улăм

19 июля 2017 г.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма - ытлă-çитлĕ утă-улăм

Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлес тапхăр пырать. Маларах çумăр тăтăшах çуса тăнине пула çулса пăрахнă курăк хуралса юрăхсăра тухрĕ. Çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх тытакансем чылаях пăшăрханчĕç пулĕ. Юрать-ха, çанталăкĕ уяртрĕ, курăкне çулма майне туса пачĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Павлов районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе тăтăшах кăсăкланать, тĕрлĕ хуçалăхсене çитсе курать. Иртнĕ кунсенче кăна-ха вăл Кавал ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Вĕренер ялĕнчи Ю.Иванов хуçалăхне çитсе курчĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕ "Фермер ĕçне пуçăнакансене - пулăшу" ятарлă программăпа 1100 пин тенкĕ грант илсе ĕçе тытăннă. Çак укçа-тенкĕпе вăл тĕллевлĕ усă курса мăйракаллă шултра выльăх тытма ферма туса лартнă тата çамрăк пăрусем туяннă. Паянхи куна вĕсен 16 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсене тăрантарма 8 гектар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ вĕсем.

Николай Анатольевич Павлов вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ: "Выльăх-чĕрлĕхе чунĕшĕн кăна усрани усăсăр, унран тупăш иличчен малтан чылай вăй хума тивет. Чи малтан çуллахи кунсенче ытлă-çитлĕ утă-улăм хатĕрлемелле. Çанталăкăн кашни лайăх кунĕпе туллин усă курса ĕçлесен выльăх-чĕрлĕх тутă хĕл каçĕ. Çапла вара тупăшĕ те савăнтарĕ", - терĕ.

Тĕлпулури калаçуран хресчен /фермер/ пуçлăхĕн Ю.Ивановăн малашлăх тĕллевĕсем анлă, ĕçлес хастарлăхĕ пысăк пулни палăрчĕ.

 

Эрни-эрнипе лÿшкентернĕ çумăрĕ ÿсен-тăрана вăрăмăшне кайма чылай пулăшрĕ. Çанталăк халăхпа пытанмалла вылярĕ теме те пулать, мĕншĕн тесен курăка çулса пăрахсанах çумăр çуса каять, каллех хĕвел пăхать...

Халĕ уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать: кам типнĕ утăна пухса кĕртсе çумăр лекмен вырăна тирпейлесе хурать, кам тюкласа ферма умне майласа хурать. Пурте тепĕр çумăр çума тытăниччен нумай çул ÿсекен курăка уй-хиртен кĕртсе хурас тесе тăрăшаççĕ. Акă, эпир Чулкас ял тăрăхне кĕрекен "С.Л.Павлов" хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пултăмăр. Паянхи куна вĕсен 142 гектар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăк тата пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнеççĕ. Хуçалăхра вĕсем ытларах çемйипе пĕрле вăй хураççĕ. Çуллахи вăхăтра кăна вăхăтлăха ют çынсене явăçтараççĕ. Халĕ хуçалăхра хĕрсех 35 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăка çулса тирпейлесе хурас ĕç пырать. 300 килограмлă тюксене тÿрех турттарса тăраççĕ. Л.Терентьев тракторист хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркелесе пурнăçлать. Сергей Леонидович фермер ĕçне тинтерех кăна пуçăннă-ха. Ăна ĕçре ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ ашшĕ Л.Павлов пулăшса пырать. Унпа ĕç çинчен калаçнă май вăл ывăлĕн тăрăшулăхĕпе кăмăллă пулни палăрчĕ. "Пирĕн малашлăх ачасенче, мĕн ĕçлени вĕсем валли", - тет кил хуçи пичĕ çинчи тарне шăлса илнĕ май. Вăл каланă тăрăх вĕсем хăйсен участокĕнче те ĕçлеме ĕлкĕреççĕ, ыттисене те пулăшаççĕ иккен.

Ĕçлеме ÿркенменнисен малашлăхĕ пысăк, апла пулсан ăнăçу пултăрах.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика