АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлле те сăвăм ан чактăр тесе çулла ĕç вĕрет кунсерен

19 июля 2017 г.

Хĕлле те сăвăм ан чактăр тесе çулла ĕç вĕрет кунсерен

Çуллахи уяр кунсемпе усă курса хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, выльăх-чĕрлĕх тытакансем хĕл кунĕ валли выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Пысăк хуçалăхсем утă хатĕрленисĕр пуçне сенаж хываççĕ.

Хĕл хырăмĕ тутă пултăр тесен çуллахи шăрăх кунсенче чылай тар тăкма тивет. Акă, "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕçченĕсем те иртнĕ эрнере сенаж хатĕрлеме пуçларĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич каланă тăрăх, çак апата 4000 тонна яхăн хывма палăртнă.

Акă, Валерий Григорьев механизатор уйран тин кăна турттарса килнĕ симĕс апата К-701 техникăпа пусарса пырать. Умлă-хыçлă черетпе 4 техникăпа турттарса килеççĕ Валерий Ширков, Василий Петров, Петр Петров, Александр Артемьев механизаторсем авăртса вĕтетнĕ люцернăна. Сенажа пусарнă вăхăтрах ăна сапмалли ятарлă хутăш хатĕрлеççĕ. "Биоторф-111" сенаж консервацилемелли биопрепарата шывпа хутăштарса симĕс апатпа явăçтараççĕ. Хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхшĕн çав тери паха апат пулĕ ку.

Хуçалăхра 334 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытса тăраççĕ, çав шутра сăвакан ĕне - 141 пуç. Пĕр ĕнерен вăтамран 17-18 литр сĕт суса илеççĕ. Пахалăхлă та тутлă сĕте Патăрьел районĕнчи "Молвест" сĕт-çу компанийĕ" тулли мар яваплă общество туянать, çавăн пекех ĕне сĕтне Вăрмар райпо лавккисем урлă та сутаççĕ.

Хуçалăхра кашниех хăйĕн кулленхи тивĕçне пурнăçлать. Ĕнесем кĕтÿре симĕс курăкпа апатланаççĕ. Пăрусене вара ÿсĕмне кура уйăрса тытаççĕ. Ферма территорийĕпе пынă май пĕр витине кĕрсе тăтăм. Кунта тин кăна кун çути курнă, амăшĕсенчен уйăрнă пăрушкасене тытаççĕ. Пĕр кунхи, икĕ кунхи пĕчĕкскер пăрусем канлĕ выртаççĕ, вĕсен кашнин хăйĕн "пÿлĕмĕ". Кăнтăрлахи апат çитнине пĕлсе пулĕ - иккĕшĕ ура çине тăчĕç, пĕр-пĕрне сывлăх "сунчĕç". Кашни пăру умĕнче икшер витре /аслăрах пăрушкасем патĕнче/. Пĕр витринче комбикорм, тепĕр витринче сар сĕт /молозиво/. Витере таса. Пăрушкасене фотоаппарат çине ÿкернĕ вăхăтра Александр Ильич Иванов ветеринари тухтăрĕ килсе кĕчĕ. Кунта ют çынсен кĕме юраманни çинчен асăрхаттарчĕ вăл мана. Пĕчĕк пăрушкасене ветеринари врачĕ сăнаса, пăхса тăрать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика