АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕ иртнĕ

21 июня 2017 г.

Июнĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 17-мĕш ларăвĕ иртнĕ.

"ЧР Вăрмар районĕн 2017 çулхи тата планпа палăртнă 2018, 2019 çулсенчи район бюджечĕ çинчен" ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçнă. Район администрацийĕн юридици службин секторĕн заведующийĕ М.Иванова ЧР Вăрмар районĕн Уставне кĕртнĕ улшăнусем çинчен пĕлтернĕ. Район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Степанов 2 ыйтупа тухса калаçнă. 2017 çулта Вăрмар районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне улшăнусем кĕртесси тата муниципаллă пурлăха тÿлевсĕр усă курма парассипе килĕшни çинчен. Пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Çавăн пекех депутатсем Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Тихоновăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене чарма ыйтакан хăй ирĕкĕпе çырнă заявленине пăхса тухнă. Депутатсем заявление пăхса тухнă хыççăн пурте пĕр сасăллă пулса Александр Иванович Тихонов ыйтнине тивĕçтернĕ. Депутатсем контракт йĕркипе район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетиччен район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçламалли полномочисене пурте пĕр сасăллă пулса райадминистрацин пуçлăхĕн заместительне-организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникне Николай Анатольевич Павлова шанса панă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика