21 июня 2017 г.
Палăртнă мероприяти июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта «Раççей регионĕсем - ÿсĕмсем тумалли çĕнĕ майсем» ятпа иртекен X-мĕш экономика форумĕнче пулать. «Бизнес-Ăнăçу» Наци премине ирттерме Чăваш Республикине ăнсăртран суйласа илмен. Регион пуçласа Наци рейтингĕнче инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе 2017-мĕш çулта иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
«Пире Чăваш Республики ырă енпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе ячĕ. Регион пур ĕçсемпе те ÿсĕмпе палăрса тăрать. Пĕрле ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине кура, республикăра пысăк çитĕнÿсем пулни куçкĕретех. Çакă шăпах та вĕсене иккĕмĕш вырăна тухма май пачĕ. Пуласлăхра кĕçех июнĕн 23-мĕшĕнче те Шупашкарта ирттерекен «Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕнче çĕнтерÿçĕ пуласси те никама та иккĕлентермест. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем хăйсем каласа кăтартĕç епле ÿсĕмсем тума май килни пирки», - тенĕ «ОПОРА РОССИИ» президенчĕ А.Калинин.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çапларах каланă: «Бизнес-Ăнăçу» Наци премине Чăваш Енре ирттерни - регион аталанса пымалли тĕрĕс курс тытса пынине çирĕплетет. Эпир июнĕн 23-мĕшĕнче республикăмăрăн пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартма май пулнишĕн питĕ хавас. Каласа хăвармалла, ÿсĕмсемпе, паллах, патшалăх пулăшăвĕсемсĕр палăрма хĕн. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансем кулленех патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ, инвестици хывас ĕç те курăмлă пулса пырать», - тенĕ вăл.
Вăл çавăн пекех республика Правительстви пĕр ушкăнра килĕшсе, патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем бизнес-пĕрлешÿсемпе тухăçлă ĕçлесе пынипе - Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики Наци рейтингĕнче инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе, кĕске вăхăт - виçĕ çул хушшинче 9-мĕш вырăнтан 2-мĕш вырăна çитнине, регионти кашни виççĕмĕш тенки вак тата вăтам предпринимательсен витĕмлĕхĕпе пулса пынине палăртнă. Чи вăйлă кăтартуллă ĕçлесе пыракан бизнесменсем Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсем «Ылтăн домкрат» конкурсăн символне тата парнине çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Ун чухне тÿлевсĕр бизнеса вăй илтерме пулăшассипе тĕрлĕ вĕренÿ пайĕсем пулĕç, реклама, PR-пулăшу, партнерсенчен сертификатсем тивĕçĕç, пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен профессионаллă куравсемпе паллашма май пулĕ.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх мала тухнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсем 1 миллион тенкĕ хăйсен территорийĕсене аталантарма тивĕçĕç.
Вăл кун мероприятийĕн территорийĕнче бизнесменсем, финанс тытăмĕнче вăй хуракансем, инвесторсем, экспертсем, журналистсем, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, тĕрлĕ обществăлла организацисен представителĕсем хăйсемпе паллаштарма, çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартма пултарĕç.
Конкурссем, ĕçлĕ программăсем, мастер-классем мероприяти планĕпе килĕшÿллĕн пулĕç. Чаплă мероприятине тĕнчери чи паллă бизнес-тренерсем хутшăнасси те паллă. Пĕр сăмахпа каласан, предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем валли сахал мар паллашусем кĕтеççĕ.
«Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕ пирки кĕскен калас пулсан, вăл 2011 çулта йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем - предпринимательсене аталанса пыма пулăшасси, муниципалитетсенче ĕçлекенсен пысăк кăтартăвĕсене хакласси, обществăшăн предпринимательлĕх тытăмĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртасси.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.