АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕ В.В.Путин Раççей халăхĕпе "тÿрĕ лини" ирттернĕ

17 июня 2017 г.

З.Павлова, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ:

"РФ Президенчĕ В.В.Путин Раççей халăхĕпе вун пиллĕкмĕш хут тÿрĕ лини ирттерчĕ. Вăл çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем çине тĕплĕн хуравсем пачĕ. Граждансен енчен те ыйтусем чылай пулчĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх икĕ миллион ытла ыйту пулнă. Çакă пирĕн çĕршывра пурăнакан граждансем çĕршыв пурнăçĕпе кăсăкланнине, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнине, Раççее ертсе пыракан РФ Президентне В.Путина шаннине пĕлтерет. Владимир Владимирович çĕршыв умĕнче тăракан паянхи тĕп задачăсемпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Раççейре промышленность производстви, ялхуçалăх отраслĕ, çурт-йĕрпе çул-йĕр строительстви пысăк хăвăртлăхпа аталанни, çавна май халăхăн пурнăç шайĕ ÿссе пыни çинчен каларĕ. Тĕп капитала инвестици хывасси те ÿснĕ, вăл 2,3 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах инфляци те чакнă - 4,1 процент.

Çĕршыв экономики аталаннипе пĕрлех тата ытти татса памалли чылай çивĕч ыйтусем те сахал мар пулчĕç тÿрĕ эфирта. Нумайăшне ытларах ĕç укçи пĕчĕк пулни, хаксем ÿссе пыни пăшăрхантарчĕ. Çавăн пекех усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ыйту хускатрĕç. В.Путин палăртнă тăрăх, пирĕн çĕршывра 43 миллион гектар ытла çĕр усă курмасăр выртать. Çавна шута илсе 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕ Инçетхĕвелтухăçĕнче тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме пултарни çинчен каларĕ В.Путин. "Инçетхĕвелтухăç гектарĕ" федераллă программăпа килĕшÿллĕн 92 пин çын çĕр илме заявка тăратнă. Палăртма кăмăллă, çĕр çинче ĕçлес текенсем пирĕн çĕршывра, çавăн пекех хамăр республикăра та йышлансах пыраççĕ. Пысăк пахалăхлă тĕш-тырă туса илессипе, ăна ытти çĕршывсене тивĕçтерессипе пирĕн çĕршыв лидерсен йышĕнче пулни чăннипех те мăнаçлăх çуратать.

Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май, унпа çыхăннă ыйтусем те чылай пулчĕç. "Тÿрĕ лини" вăхăтĕнче çавăн пекех çутçанталăка упрасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, çÿп-çап тăкмалли полигон çынсем пурăнакан çуртсем патĕнче пулмалла марри çинчен те ыйтусем хускатрĕç.

Халăхăн социаллă пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем те сахал мар пулчĕç. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртмалла.

РФ Президенчĕ В.В.Путин: "Халăхпа влаç пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле", - тенине ырласа йышăнатăп. Пĕрлĕхре - вăй. Пурте пĕрле тăрăшса вăй хурсан пĕтĕм çивĕч ыйтусене татса пама пулать".

 

А.Николаева, ялхуçалăх тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пайĕн редакторĕ:

"Июнĕн 15-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Раççей халăхĕпе "тÿрĕ лини" ирттерчĕ. Вăл граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ май тата район хаçатĕнче ялхуçалăх пайне ертсе пынине кура мана тÿрех пушă выртакан çĕр ыйтăвĕ кăсăклантарчĕ.

В.Путин каланă тăрăх пĕтĕмĕшле илсен Раççейĕпе 43 млн гектар ытла çĕр усă курмасăр выртать. Çавна шута илсе 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕ Инçетхĕвелтухăçĕнче тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме пултарни çинчен каларĕ В.Путин. Çĕр участокне "Инçетхĕвелтухăç гектарĕ" Федераллă программăпа килĕшÿллĕн параççĕ. Çак программа Инçетхĕвелтухăçĕнче пурăнакансем валли 2016 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчех ĕçлеме тытăннă пулнă. Унтанпа çĕр участокĕсем илес текен граждансем нумаййăн ыйтса çырнă. Çак çĕр çинче çынсем çурт-йĕр те лартасшăн, аграри ĕçне пуçарса ярасшăн. Кану вырăнĕ уçас тĕллевлисем те пур. "Инçетхĕвелтухăç гектарĕ" программăна ытларах Инçетхĕвелтухăçĕнче çын капиталне аталантарассишĕн йĕркеленине палăртрĕ В.Путин. Çĕр участокĕ илнисене патшалăх пулăшăвĕ парасси пирки те каларĕ. Инçетхĕвелтухăçĕнчи федераллă округ территорийĕнче патшалăх тата муниципаллă харпăрлăхра тăракан çĕре 1 гектар таран тата каялла тавăрса памалла илме пулать. Ăна пĕр çынна пĕр хутчен кăна параççĕ.

Ятарлă программăн пĕрремĕш тапхăрĕнче уйрăм "пилот" районĕсенче пурăнакансене кăна çĕр участокĕсене панă пулсан, 2016 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен палăртнă программăпа çĕр участокĕсем Инçетхĕвелтухăçĕнче пурăнакансене пурне те лекнĕ. 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пурăнакан пур гражданин та "Инçетхĕвелтухăç гектарĕ" программăпа килĕшÿллĕн çĕр участокĕ илме пултарнине каларĕ В.Путин. Çĕрне илсен унпа тĕллевлĕн те туллин усă курмаллине асăрхаттарчĕ. Çĕре харпăр хăй çине çыртарсан пĕрремĕш çул çĕр участокĕпе еплерех усă курма палăртнине пĕлтермелле - тепĕр виçĕ çултан çĕрпе усă курни çинчен деклараци тăратмалла. Каялла тавăрса памалла мар çĕре илсен тепĕр 5 çултан ăна харпăрлăха куçарма пулать е нумай çуллăха арендăна илме май килет, - терĕ Раççей Президенчĕ В.Путин. Патшалăх енчен пулăшса пыни пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пулăшатех тесе шутлатăп".

 

Э.Михайлова, обществăпа политика пайĕн редакторĕ:

"Раççей Президенчĕпе В.Путинпа иртнĕ "тÿрĕ линире" çынсенчен 2 миллиона яхăн ыйту пуçтарăннă. Нумайăшне яланхиллех пĕчĕк ĕç укçи тата пысăк хаксем пăшăрхантараççĕ. Ыйтусене паракансем те ытларах рабочисем. Журналистсем пурнăçри кашни сферăпа çыхăннă йышлă ыйтусенчен чи актуаллисене В.Путин патне çитерчĕç. "Тÿрĕ лини" умĕн ыйтусене 12 кун йышăннă. "Тÿрĕ лини" тĕллевĕ, В.Путин каланă тăрăх, общество шухăшне пĕлесси, чи çивĕç ыйтусене палăртасси.

Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ канăçсăрлантарать. Акă Владимир Путина тÿрĕ эфирта Пушкăрт Республикинчи "Мать и дитя" хальхи йышши перинаталь центрĕн акушер-гинекологĕпе çыхăнтарчĕç. Çуралакан ачасене çут тĕнчене йышăнма пулăшакан тухтăр çак ĕçре 15 çул. Хальхи вăхăтра ăна ача çуратакан хĕрарăмсен йышĕ чакни, ачасемшĕн паракан пособи сахал пулни пăшăрхантарать. РФ Президенчĕ В.Путин амăшĕн капиталне индексацилемеллине, ача çуратма пултаракан хĕрарăмсене çывăх вăхăтра хавхалантармалли уйрăм мерăсем йышăнмалли пирки каларĕ. Нумайăшĕ амăшĕн капиталĕпе усă курнă, çапах та усă курма ĕлкĕрейменнисем те нумай-ха, вĕсене амăшĕн капиталĕпе автомашина туянас ыйту канăçсăрлантарать. Президент çак енĕпе шухăшламаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех В.Путин пĕрремĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленекен çамрăк хĕрарăмсене патшалăх енчен пулăшмалли пирки каларĕ. 2000 çултан пуçласа тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕ 3 хутчен, амăшĕсен вилеслĕхĕ 4 хутчен чакнă".

 

И.Данилова, промышленноç, транспорт, çыхăну, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн редакторĕ:

"Июнĕн 15-мĕшĕнче РФ Президенчĕн В.В.Путинăн "тÿрĕ линийĕ" иртрĕ. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май кунта Иркутск облаçĕнчи Байкал кÿлли çинче вырнаçнă Ольхон утравĕ çинчи Хужир поселокĕнче пурăнакансем те хăйсене куллянтаракан ыйтусемпе тухрĕç. Ольхон - Байкал кÿлли çинчи чи пысăк утрав. Вăл Байкал çумĕнчи наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнă. Кунти çутçанталăка сыхласа хăварас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Ольхон утравне Раççейрен те, ют çĕршывсенчен туристсем чылайăн килсе çÿреççĕ. Çавна май Ольхон утравĕ çинче пурăнакансен кулленхи пурнăçĕнче чăрмавсем сахал мар сиксе тухаççĕ. "Хамăра резервацинче пурăннă пекех туятпăр", - теççĕ вĕсем. Вăрмана та, хире те тухса çÿреме юрамасть кунта тĕпленнĕ çынсен, выльăх-чĕрлĕхе уя кăлармалла мар. Йĕри-тавра шыв нумай пулин те çынсен скважинăри лĕкĕллĕ шыва ĕçсе пурăнмалла, мĕншĕн тесен шыв башни çук. Çулсем питĕ начарри пирки те калаçу пулчĕ. Çавна пула автомашинăсем яка çул шыраса курăк тăрăх çÿреççĕ иккен. В.Путин экологи саккунĕсене чăнах та питĕ хытарнине палăртрĕ. Вăл кунти çынсене те пурăнма çăмăл пултăр, çав вăхăтрах çутçанталăка та сыхласа хăварма май килтĕр тесе тăрăшмаллине каларĕ. Саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртмелле терĕ. Мускав облаçĕнчи Балашиха хули çумĕнче вырнаçнă çÿп-çап вырăнĕ пирки те ыйту çĕкленчĕ. Вăл пурăнакан çуртсенчен 200 метр айккинерех кăна вырнаçнă. Çынсем çÿп-çап вырăнĕнчен тухса тăракан газпа сывлаççĕ, çакă, паллах, сывлăха та хавшатать. В.Путин ку ыйтăва пăхса тухмалли çинчен каларĕ, Раççейĕпех çакăн пек йывăрлăх пуррине палăртрĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен каяшсемпе ĕçлекен саккун вăя кĕрет терĕ.

Экологипе çыхăннă ыйтусем питĕ çивĕч пулнипе эпĕ килĕшетĕп. Çутçанталăка сыхласа хăварасси пирĕн таса тивĕç тесе шухăшлатăп".

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА, А.НИКОЛАЕВА, Э.МИХАЙЛОВА, И.ДАНИЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика